Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗкӗнтӗр ҫумласа илнӗ укҫапа Елена Васильевнӑпа Александра Васильевна шкул ачисене Зоя Космодемьянскаян амӑшӗ патне илсе кайма шут тытаҫҫӗ.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ҫавӑн пекех кӑҫал конгресс асӑннӑ саккуна ял-хула шкулӗсем мӗнле пурнӑҫланине тишкерес тӗллевпе «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурс ирттерет, чи маттуррисене укҫапа хавхалантарма йышӑннӑ.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
1925 ҫулта атӑлъялсем 244 пӑт та 12 фунт сӗлӗ – унчченхи укҫапа 157 тенкӗ те 94 пуслӑх – Ҫӗр суди тӳленӗ.
Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
— Ҫак сӑмахсенчен пахи мӗн пултӑр, — тет Лариса Ивановна. — Ӑнланатӑр-и: мӗнпур япалана укҫапа хаклаймӑн.- Что есть дороже этих слов, - говорит Лариса Ивановна. - Понимаете: не все деньгами измеряется.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Пурне те укҫапа виҫеймӗн.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Ҫав укҫапа ачасене тумтир, ытти япала туянса панӑ.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Ачасене Улатӑрта вӗреннӗ чухне пиншер тенкӗ парса ярайман эпӗ, укҫапа иртӗхтереймерӗм.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Таваршӑн вак укҫапа кӑна тӳлекен ҫамрӑк ҫынна асӑрхаса сисчӗвленнӗ.И взяла на заметку человека, который расплачивался только мелочью.
Турӑран та хӑраман // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Кивҫенсӗр, хамӑр укҫапа кӑна ҫаврӑнса кайма кансӗр.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Ара, ӗмӗрӗпе ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑ пысӑк хваттере ывӑлӗ пӗр кунра салатрӗ.Еще бы, за один день сын растранжирил квартиру, деньги на которую она собирала всю свою жизнь.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Ҫак условисенче укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Асӑннӑ укҫапа сӑрӑ туянса ҫӑва пӳртне сӑрласа илемлӗ сӑн кӗртрӗмӗр.
Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06
7. Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем, ют халӑх ҫыннисем вилсен пытармашкӑн тесе, ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ; 8. ҫавӑнпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать.19. По долгом времени, приходит господин рабов тех и требует у них отчета.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хӑвӑн енчӗкӳ пушӑ пулсассӑн, кивҫен укҫапа ӗҫкӗ-ҫикӗ туса кӗлмӗҫе ан юл.33. Не сделайся нищим, пиршествуя на занятые деньги, когда ничего нет у тебя в кошельке.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑна Ваалвериф ҫуртӗнчен ҫитмӗл сикль кӗмӗл панӑ; ҫав укҫапа Авимелех ҫапкаланчӑксемпе куштансене тара тытнӑ, лешӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑҫал отрасле пулӑшма ҫул-йӗр фондӗнче пухӑнакан укҫапа, бюджетӑн инвестици тӗллевӗллӗ тӑкакӗпе, тӗрлӗ категорие пурӑнмалли вырӑна лайӑхлатмалли социаллӑ тӳлевпе пӗрле 8,5 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫак укҫапа 70 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута ярса 6,2-6,3 пин ҫынна «телейлӗ тӑвӑпӑр».
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ку укҫапа вӑрҫӑ ветеранӗсене, ҫамрӑк ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№