Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Пытанса тӑнӑ ҫар хулана туртса илнине, хула тӗлӗнче тӗтӗм [тӳпенелле] мӑкӑрланса хӑпарнине курсассӑн, Иисуспа израильсем пурте каялла ҫаврӑннӑ та Гай халӑхне ҫӗмӗре пуҫланӑ; 22. хуларисем Гай ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ, лешӗсем вара Израиль ҫыннисем хушшине пулса юлнӑ; вӗсене пӗрисем пӗр енчен, теприсем тепӗр енчен хӗстернӗ; Гай ҫыннисене ҫапла ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсем пӗри те ҫӑлӑнайман, чӗрӗ юлни те, тарса хӑтӑлни те пулман; 23. Гай патшине вара чӗрӗллех тытса Иисус патне илсе пынӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гай ҫыннисем каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та хула ҫийӗн тӳпенелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарнине курнӑ.20. Жители Гая, оглянувшись назад, увидели, что дым от города восходил к небу.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аарон хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пырӗ, хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ, пӑрӑвне хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пусса пӑрахӗ; 12. Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ ҫинчен ҫунса тӑракан кӑвара тӗтӗркӗч туллиех илӗ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, вакӑ тӗпретнӗскере, ывӑҫ тулли илӗ те чаршав хыҫне илсе кӗрӗ; 13. хӑйӗн вилмелле ан пултӑр тесе, тӗтӗрмеллине Ҫӳлхуҫа умне вут-ҫулӑм ҫине хурӗ, тӗтӗрнӗ тӗтӗм саккун арчи ҫинчи хупӑлчана пӗлӗт пек хупӑрласа илӗ; 14. унтан Аарон пӑру юнне илӗ те хупӑлча ҫине мал енчен тата хупӑлча умне пӳрнипе сирпӗтӗ, ҫичӗ хутчен пӳрнипе юн сирпӗтӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун ҫинче Аарон ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрӗ; кашни ир, лампадӑсем хатӗрленӗ чухне, вӑл ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ; 8. каҫхине лампадӑсем ҫутнӑ чухне те Аарон ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ: Ҫӳлхуҫа умӗнче яланах сыпӑкран сыпӑка ҫапла тӗтӗрсе тӑрӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Елчӗкри газ участокӗн ертӳҫи А.Львова газ оборудованийӗн техника шайне вӑхӑтра тӗрӗслеттермеллине, вентиляци каналӗсемпе тӗтӗм ҫулӗсем юсавлӑ пулмаллине аса илтерчӗ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Мачча тӑрринче вара, ҫурӑксене ҫӑмӑллӑнах асӑрхамалла пултӑр тесе, тӗтӗм ҫулӗсемпе стенасене шуратмалла.А на чердаке, чтобы были заметнее трещины, дымоходы и стены необходимо побелить.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Анчах та 45 ҫулти арҫын картлашка ҫинче такӑнса ӳкнӗ, тӗтӗм сывласа чыхӑннӑскер тӑнне ҫухатнӑ.
Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Газ кӑмаки тӗлӗнче тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ.
Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
10 килте мӑрьерен тӗтӗм тухмасть.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Мӑн ҫурта каҫ ӗнтрӗкӗ хупӑрласа илнӗ, юнашар килсем ҫийӗн хура ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланать: апат хатӗрлеҫҫӗ вӗсем, каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫывхарать-ҫке-ха.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Хӑюне ытлашши хӑпартнӑ лампа тӗтӗм мӑкӑрлантарать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Дон ҫӗрӗ ҫинче тӗтӗм явӑнӗ!»
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.