Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫурт туянас текен тупӑнсан, кала, эпӗ хакӗшӗн тытӑнсах тӑмӑп! — кӑшкӑрчӗ Корней хыҫалтан.— Если найдется покупатель на дом, скажи, я за ценой стоять не буду! — крикнул Корней вдогонку.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ фронта ҫаратса хӑварма та тытӑнсах тӑмӑп, — ан тив, ӑса кӗртчӗр вӗсене нимӗҫсем!
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫакӑн пек шутлама тивет: ман чӗреме Листницкисен чаплӑ юнӗ, Отечественнӑй вӑрҫӑран тытӑнсах вырӑс хӗҫпӑшалӗн чапне паха чечексемпе илемлетсе пынӑ Листницкисен юнӗ вӗресе тӑрать.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӑх-ха эсӗ ана, юбка тӑхӑннӑ кӗве!» — киленсе ларать вӑл евчӗпеле, хӗрӗпе каччин ратнисене пиллӗкмӗш сыпӑкран тытӑнсах мухтаса ырлаканскерпе.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Партизансем ӑҫта пурӑннине пӗлмелле, вӗсен хӳтлӗхне ҫавӑрса илмелле те пӗрре тытӑнсах ӗмӗрлӗхе пӗтерсе хумалла.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Разметнов ырантан тытӑнсах тыркассемпе кӗрешӳ пуҫласа яма сӗнӳ пачӗ.Размётнов предложил с завтрашнего же дня повести борьбу с сусликами.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Метро станцисен умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр карчӑксем, вӗсем ҫичӗ сехетрен тытӑнсах, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр йӑтса, пӗчӗк ачасене ҫавӑтса, черете утаҫҫӗ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- Мӗн ҫамрӑкран тытӑнсах хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлакан ертӳҫӗсемпе ӗҫлеме тӳр килни тата вӗсен шанӑҫӗ хавхалантарчӗ, ӗҫе юратса пурнӑҫлама хистесе тӑчӗ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
40. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ; 41. Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 42. ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Енре ҫамрӑк ӑрӑвӑн сывлӑхне пепке амӑшӗн чӗри айӗнче аталаннӑ тапхӑртан тытӑнсах сыхлама кирлине тӗпе хураҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1
- 2