Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмпа (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пытармастӑп, чӗрери туйӑмпа, ырӑ кӑмӑлпа ҫырнӑччӗ эпӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн вуламан // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 128–133 с.

Ача садӗнчи чаплӑ воспитательсем епле илемлӗ юрланӑ, мӗнле туйӑмпа та чунпа шӑрантарнӑ, ку вара чуна ҫӳҫентерсе янӑ.

А как спели красиво на голоса наши замечательные воспитатели детского сада, с каким чувством и душой, это просто потрясающе.

Рамиль Бадамшин "Умка" ача садӗнчи программа хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/center-ve80cyl/2 ... nn-4175857

Фестиваль вӑхӑтӗнче геройӑн мӑнукӗ Вера Ивановна хӑнасене Кирилл Андреев ҫинчен хӑйӗн асаилӗвӗсене каласа панӑ, мероприяти атмосферине ӑшӑ туйӑмпа тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Андреев Кирилл Дементьевич — историри ҫын // Елена СТЕПАНОВА. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... yn-4142367

Вӑйлӑ, хӑюллӑ, ҫынсемпе хутшӑнма юратаканскер, нумай вуланӑскер, вӑл тӗнче ҫине хӑй куҫӗпе пӑхать, ӑна пӗлекенсем тата унпа туслӑ пулакансем пурте унпа нихҫан та кичем пулманнине, вӑл яланах тимлӗхе хӑй ҫине илнине, савӑк туйӑмпа палӑрса тӑнине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

"Тӑван ҫӗршыв пуринчен те илемлӗрех" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... eh-4069394

Очерка совет ҫыннисене мухтаса пысӑк лирикӑллӑ туйӑмпа ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Командӑсем хӑйне евӗрлӗ тата кулӑшла туйӑмпа тупӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулӑн "АвтоSTOP» команди КВНа хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... nn-4026330

— Кашнинче урӑхларах туйӑмпа сӑнанӑ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Н-нумай пулмасть вӗт-ха ӑна курни, — ҫамрӑк каччӑ ҫинчен Роза питӗ ӑшӑ туйӑмпа калаҫнине сисрӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Лозунгӗ вара ҫапларах: «Ача кӗтмелли тапхӑр ун патне тепӗр хут таврӑнас килмелле туйӑмпа ирттӗр!»

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пурнӑҫ парнелет... Унран пахи мӗн пултӑр? // М.Михайлова. http://alikovopress.ru/xeraram-purnac-pa ... ultar.html

Халӗ вара ҫав вӑхӑта эпӗ икӗ тӗрлӗ туйӑмпа аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тунсӑхлӑ туйӑмпа эпӗ йӗри-тӑвралла ҫаврӑнса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑй Тетей йывӑр туйӑмпа шухӑшлӑн пӑхрӗ урай ҫине.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл аллине ӑшӑ туйӑмпа Элиме хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, тӳрремӗн куҫӗнчен пӑхрӗ, ачашшӑн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Левен мӗнле туйӑмпа пынине хӑй те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫутҫанталӑк илемне кунта чӑннипех те пысӑк туйӑмпа сӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

«Эпир Уканьпе шавласа ларнӑ вӑхӑтра пулнӑ вӑл ҫенӗкре. Темле сасӑ пулчӗ-ҫке, тухса пӑхас тенӗ ҫӗрте чарӑнса тӑтӑм. Кушак ҫӳрет пуль-ха тесе шутларӑм ҫавӑн чух», — темле ырӑ туйӑмпа аса илчӗ Сантӑркка Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑн пек туйӑмпа ҫӳрерӗ малтанхи кунсенче Шамккай Петӗрӗ Соня хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн-и, Ҫимун чиперех пурӑнать пуль? — кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн темле вӑрттӑн туйӑмпа ыйтрӗ Вали Валеевич, Архип Григорьевичпа Петр Иванович ҫине пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паллах, ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн: таҫта шалти туйӑмпа вӗсем эпӗ суеҫтернине туйнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Каччӑ хӗре хӑй те ӑнланайман туйӑмпа хӗрхенчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех