Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмпа (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна илтсессӗн Алюнов шартах сикрӗ, ҫапах та, петӗм чун хавалне пухса, хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ, вӑл темле туйӑмпа кунта Пӑкачавпа хӗр хушшинче питӗ пысӑк калаҫу пулса иртнине, ҫав калаҫу ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑҫта? — ун шухӑшне пӗлме тӑрӑшрӗ Федя, кӑвак куҫӗсем хӑйӗн ҫӗнӗ туйӑмпа ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх, арӑмӗ пӑрахса кайнине пула вӑл, упӑшки, ҫав тери асапланать, арӑмне чи таса туйӑмпа юратать, тупса каялла тавӑрасшӑн ӑвӑнать, вырнаҫусӑр, илӗм-тилӗм персе янӑ, латсӑр, кӑмӑла хӑвармалла сӑмахшӑн касӑлсах ӳкӗнет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Манпа юнашарах сывӑ юлнӑ юлташӑмсем таса, тӑван ҫӗршӗн пурнӑҫӗсене пама та хатӗр туйӑмпа та тӑвӑлланса, пӗтӗм вӑй-халне карӑнтарса ыткӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

— Пурисра, тутлӑ-пылак туйӑмпа анкӑ-минкӗлентерсе, ӳсӗрӗлтерсе, самантрах йӑхлӑх ӑйӑрӗ ахӑрса каять, кӑкӑртан кӗскен ӑ-хӑ-хӑ-хӑ кӗҫене-кӗҫене, вӑл кӗсре тиха ҫине сикесшӗн тӑпӑртатма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем юратаҫҫӗ, вӗсен чӗри ҫав ырӑ, ҫепӗҫ туйӑмпа тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӑх ырӑ туйӑмпа хывнӑ укҫа-тенкӗпех кӗреҫесем, пуртӑсем, авторезина туянса салтаксем патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ах, мӗнешкел ачашшӑн, вӗри чунпа, таса туйӑмпа юрататчӗ ҫамрӑк Нина!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хуралҫӑ чӗри ӑшӑ-ӑшӑ туйӑмпа тулса ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унтан, вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, темле, хальлӗхе хӑй те пӗлмен ҫӗкленӳллӗ туйӑмпа, картишне чупса анчӗ, тетӗшӗпе пӗрле лав ҫинчи ещӗксене ҫӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чиперех пуплерӗҫ пулин те Черемисинов княҫсем патӗнчен самаях кӳреннӗ туйӑмпа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑрман витӗр ҫулпа пыратӑн-и е ҫырла-кӑмпа татса ҫӳретӗн-и, вӑш-вӑш вӑшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывӑҫсем пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫнӑн туйӑнать, вӗсене итлесе пынӑ май вара сан чун-чӗрӳ те ӑшӑ-ӑшӑ туйӑмпа тулать.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Яла Ухтиван ниҫталла мар туйӑмпа пырса кӗчӗ.

В деревню Ухтиван вошел с непонятным чувством.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине те Янтул ҫунатлӑ туйӑмпа вӑранчӗ.

Яндул проснулся в хорошем настроении.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑн пекех занятисем лайӑх туйӑмпа илемлӗхе туйма хӑнӑхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2022 ... et-3026877

Ӗнер юлнисене кая Ӳсме ҫӗн туйӑмпа шӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав вӑхӑтра Карачӑм куҫпа мар, шалти туйӑмпа ҫурӑм хыҫӗнче ҫынсем тӑнине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачана тӑван амӑшӗ мӗнле туйӑмпа юратать, вӑл та ҫавӑн пекех савса кӑмӑлланӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Сана кӑна чӑннипех таса туйӑмпа чун-чӗререн юрататӑп, мӑшӑрланасса шанса пурӑнатӑп, — каҫару кӗтсе пӑшӑлтатрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех