Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗ: Ума тухать е сӑрт, е шыв, Паян, ак, вӑл ытла та такӑр, Ыран, тен, пулӗ тӗпсӗр какӑр.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Парсам мана халь чӑтӑм, тӳсӗм Кӗтсе илме ыр кунӑма; Сая ан кайтӑр манӑн ӳсӗм, Ҫул такӑр пултӑр пынӑ май».
XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Хӗррипе Выртать ҫатма пек такӑр юшкӑн.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫул такӑр ҫӗрте ҫывӑрсах каять, ҫуна ҫулӑнка пырса ҫапӑнсан вара, шартах сиксе ӳксе, умри лавсем ҫине пӑхса илет.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ вӑрӑм та такӑр пултӑр.
Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/
Кайман ҫул ҫеҫ такӑр теҫҫӗ.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Киле ҫити такӑр ҫулпа.
Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/
Те тӗрӗссине каларӗҫ, те юптарчӗҫ вӗсем, «васкавлӑ пулӑшу» машини такӑр ҫулпа Патӑрьел еннелле шӑлтарчӗ.
Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/
Ялта такӑр ҫул, сиплӗ шыв тата ҫут ҫанталӑк газӗ пулсан вӑл ҫирӗп аталанать, пурӑнма пур услови те пур чухне хула шӑв-шавӗ айккинче тӑтӑр.
Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/
Ҫулӗ такӑр пултӑр!
Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem
— Ҫулу такӑр пултӑр, Паша!
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хуҫине тупнӑ — ҫулӗ такӑр, хӑмлине ытларах пуҫтарса илсе каясси кӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫӑва ҫулӗ такӑр мар, ҫӑва ҫине каясси — пасара ҫӳресси мар ӗнтӗ: пӗр ҫын каять — йӗр юлать, ҫӗр ҫын ҫӳрет — ҫул пулать.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эпир, паллах, ҫул пирки ыйтса пӗлсе чи ҫывӑх ҫӗртен такӑр ҫулпа каяяттӑмӑр, анчах шуҫлак вак чул лапамӗпех хыпаланса утатпӑр; Дюрок тӗрӗсех палӑртрӗ: ҫак хирӗҫ тӑрура пире ҫул ҫинче асӑрхани ӗҫе пӑсса хума пултарать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унта — хӑю пек авкаланса выртакан такӑр ҫул.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пӗлме ҫук: аташнӑ ҫултан такӑр ҫул ҫине те тухайӗҫ вӗсем, те тухаймӗҫ.
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Анчах такӑр пулмарӗ вӑл.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Такӑр ҫулпа ӑна салтаксем ҫӑмӑллӑнах илсе пынӑ, ҫырма-ҫатраллӑ вырӑна, тӗмескеллӗ, шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫӗре кӗрсен, ӑна тӗртсе пыма пит йывӑр пулнӑ е сӗтӗрсе тухма та май пулман.
Хӳтӗлекен япала шырани // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пӗчӗкҫеҫҫӗ сӑрӑ ҫуртсем, юр ҫинчен тӑсӑлан такӑр ҫул, чиркӳ тӑрринчи хӗрес — пурте ялтӑртатса ҫиҫнӗ.Серые домики, снежная дорога, крест на колокольне — все блестело и сверкало.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ такӑр та телейлӗ пултӑр!
Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/17/glav ... et-s-dnyom