Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

такӑр сăмах пирĕн базăра пур.
такӑр (тĕпĕ: такӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варринче такӑр сукмак.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑрманлӑ тусем хушшипе, анлӑ ыраш уйӗсем хӗррипе, кӗтӳсем сулхӑн тапӑрта канакан ҫырмасем ҫумӗпе пӑр-каланса пырать такӑр ҫул ҫурҫӗр еннелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такӑр сукмак ҫине ӳсӗр ҫын пек малалла тӑрӑнчӗ Пантей.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Тасални паха, ҫулу такӑр пултӑр! — тесе хӗрарӑм хӑвӑрт тӑчӗ те йывӑҫ пусма еннелле чупса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗллехи вӑрман ҫулӗ такӑр.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юлашкинчен такӑр ҫула тупайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле такӑр ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кам вӑл Ӗмӗрпи? — ачашшӑн ыйтрӗ халиччен те сӑмах чӗнме хӑйман Эсекел такӑр та тӳрем вырӑна эрешленӗ темӗн пысӑкӑш пукан лартакансем ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Ҫулу такӑр пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пирӗн пата ҫул такӑр.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

«Утас ҫулӑрсем такӑр та ҫутӑ пулччӗр, кулленхи ӗҫӗрсем ӑнса пыччӗр», — ырӑ сӑмахсемпе пиллерӗ ватӑ кинемей хӑнасене савӑнӑҫ парнеленӗшӗн тав туса.

Куҫарса пулӑш

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

«Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламларӗ патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Таса такӑр ҫул кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Ялсен кашни кӗтесне такӑр ҫул, ҫитме йывӑр вырӑна ҫур минутра ҫитме пултаракан вертолет…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Руль тытса пыракан такӑр ҫулпа ҫеҫ ҫӳреме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60724

Ку вӑл — Радик ҫулӗ, такӑр та тӗрӗс ҫул.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Литература чӗлхин ӳсӗм ҫулӗ яланах такӑр пулмасть, хутран-ситрен тумхахӗ те, кукӑр-макӑрӗ те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ӗмӗтӳ те, чуну-чӗрӳ те ялан ырӑ, каяс ҫулу — такӑр, ларас вырӑну — типӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Каяс ҫулӑр такӑр пултӑр, ларас вырӑнӑр типӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хамӑра ырӑ сунса калатӑп-ха: каяс ҫулӑмӑр такӑр пултӑрах, ларас вырӑн типӗ пултӑрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех