Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал сӑмахсемпе перкелешнӗ хыҫҫӑн йӗкӗлтеме пӑхаканни вара ирӗксӗрех пӑрӑнса утать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫакӑн пек сӑмахсемпе сывпуллашрӗ Евгений хӑйӗн тӑванӗсемпе, автобуса ларнӑ май.
Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli
Чӑваш ен ӗҫ министрӗ Алена Елизарова «Ҫулталӑк ҫемйи - 2022» конкурс финалне ҫак ӑшӑ сӑмахсемпе уҫни ӑнсӑртран мар.
Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk
Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн эрехпе ӳсӗрӗлни каҫранах курӑнакан гражданин хӑйне агрессивлӑ тыткалама, япӑх сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫланӑ.
80 пинлӗх тавар йӑтса тухас тенӗ арҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33600.html
Ҫавӑн чух вара ӑна Крахвине кинемей питӗ пулӑшрӗ, ӑшӑ та ырӑ сӑмахсемпе лӑплантарчӗ, йӑпатрӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Ку тӗлте вӑл Укка ӑна вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗччӗ, хӑйне темле сӑмахсемпе питлесен те тӳсме пулнӑччӗ-ха, анчах лешӗ каллех сӑмах чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ, йӑл-л кулчӗ те куҫне ҫеҫ аяккалла тартрӗ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Таҫта каяс килнӗ ун, такампа чӗре патӗнчи сӑмахсемпе калаҫас килнӗ.И ему нестерпимо захотелось куда-нибудь рвануть, с кем-то поделиться сердечным словом.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑрҫнӑ чух вӗсем, карчӑкӗпе иккӗшӗ, пӗрне-пӗри чи хаяр сӑмахсемпе татма тарӑшаҫҫӗ.снова они с женой будут обзывать друг друга самыми злыми словами.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ухтиван хӑйӗн хуйхи-суйхисене сӑвӑри сӑмахсемпе калать:Невзгоды и горести складываются в голове Ухтивана в незатейливые строчки:
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Лаҫҫине уҫнӑ-уҫманах Кушил ытарлӑ сӑмахсемпе калаҫма, кулкалама та култарма тытӑнать.Работая, Кошель вволю потешит крестьян веселыми рассказами, шутками-прибаутками.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тен, вӑл тахҫан Ухтиван е Ивук каланӑ сӑмахсемпе кӑна ҫапла антрашать пулӗ?А может, она ворошит в памяти слова, сказанные когда-то Ухтиваном или Ивуком?
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шурчара темиҫе ҫул пурӑнса та вӑл ҫаплах чӑвашла йӗркеллӗ калаҫаймасть-ха, вырӑсла сӑмахсемпе пӑтраштарать.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑех пӗлет, ӑна хӑрушӑ Ача усрав хӗр ҫуратсан: Усал сӑмахсемпе ял тулӗ, Пуҫланӗ мӑшкӑл.
VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Фатима, чӗрере капланса тӑнине каласа тӑкас тесе пулас, ашшӗне ҫав-ҫавах илтме йывӑр сӑмахсемпе питлерӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Липа вӗсене иккӗшне те йӗплӗ сӑмахсемпе кӗрешӗве чӗнчӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак сӑмахсемпе Назиб ҫамрӑксене ертсе пӳртрен тухса ҫухалчӗ, Ятмана вӑл ӳсӗрнӗ сасӑ ҫеҫ чылайччен илтӗнсе тӑчӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Михала пичче калаҫуне йӗплӗ сӑмахсемпе пуҫларӗ:
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫакӑн пек сӑмахсемпе сӑран пиншаклӑ техник тепӗр колхоз ҫыннисем патне уйрӑлса кайрӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак вӑхӑтра унӑн Сехре Иванне чи хаяр сӑмахсемпе вӑрҫасси, тем те пӗр каласа ӳкӗте кӗртесси килсе кайрӗ, анчах, хӑй умӗнче аллӑран иртнӗ ҫын тӑнине, курса, чӗлхе вӗҫӗнчи сӑмахсене тытса чарчӗ, ҫиллине ирттерсе пирус илсе тивертрӗ.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑтра Михала калать, хӑй мӗн курнине ҫаврӑнӑҫлӑ сӑмахсемпе колхозниксен куҫӗ умне илсе килсе тӑратать.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.