Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсемпе (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен илтмен хӑрушӑ сӑмахсемпе анӑраса кайнӑ Лена питне аллисемпе хупласа лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗтмен сӑмахсемпе анӑраса кайнӑ Василий Петрович Варварие кӑкӑртан ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Елчӗке вӑй-хал пухма, хавхалану илме килтӗмӗр», - шӑпах ҫак сӑмахсемпе уҫрӗ «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн заместителӗ Арсений Тарасов Елчӗк районӗнче вулакансемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Мастер ку сӑмахсемпе мӗн каласшӑн пулнине Урсэкие ӑнланаймарӗ.

Урсэкие не понял, что этим хотел сказать мастер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн пек ҫынпа мӗнле сӑмахсемпе калаҫмалла-ха унӑн?

Какими словами разговаривать ему с таким человеком?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Майӗпенех вӑл рабочисенчен илтнӗ «паразит», «йыта пурнӑҫӗ» тата ытти ҫавӑн пек сӑмахсемпе калаҫура усӑ хурма хӑнӑхса ҫитет.

Постепенно в его речи начали появляться слова «паразит», «собачья жизнь» и другие выражения, слышанные им от рабочих.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах хӑй ҫывӑхӗнчех вӗренекенсем тӑнӑ пирки вӑл чи усал сӑмахсемпе кӑна нимӗҫле вӑрҫса илчӗ, мастерскойӗнчен хӑвӑрт тухса кайрӗ.

Однако в присутствии учеников он отпустил свое крепкое немецкое ругательство и удалился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ромышкану хӑй каланӑ сӑмахсемпе кӑмӑллӑ пулни ӑна тарӑхтарса ячӗ:

Доруца вдруг вышел из себя:

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Килӗнче либералла сӑмахсемпе выляма юратакан Александр атте ывӑлне «турӑ саккунӗсемпе» ытлашши хӗсӗрлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Халь кӑна вокзал буфетӗнче куртӑм-ҫке эп ӑна: вӑл буфетчицӑна, ҫӗрти-ҫӳлтине манса хӑвармасӑр, тӗрлӗ усал сӑмахсемпе вӑрҫатчӗ; унӑн пичӗ илемсӗрччӗ, куҫне йӗрӗнчӗклӗн хӗснӗччӗ, пиҫмен пилеш ҫинӗ пек, тутине пӑркалатчӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ ӑна юрӑри сӑмахсемпе хуравларӑм:

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кӗтерук тырӑ выракан хут пӗлмен хӗрарӑмсем умӗнче вӗсемшӗн ӑнланма йывӑр сӑмахсемпе хӑпартланса, хӑлаҫланса калаҫни; Ваҫли, унччен ниҫтах та халӑх ҫинче сӑмах тухса каламанскер, судра хӑйне хӑй пит хӑюллӑ тыткалани, ваккатсенчен кая мар ӑста сӑмах калама пултарни вулакансене ирӗксӗрех иккӗлентерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кузнецов ӑна ҫак сӑмахсемпе ӑсатса ярать:

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Романӑн юлашки кӗнеки «виҫҫӗмӗш кӗнеке вӗҫӗ» сӑмахсемпе пӗтет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Макҫӑм, ӑва яланах шӳтле сӑмахсемпе кӗтсе илекенскер, халь курасшӑн та мар пек, ним шарламасӑр кӑмака умне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсемпе Сахарпа Петӗр алӑкран тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар кашнинех пуҫӗнчен ачашларӗ, пӗчӗккине, алла тытса, хӑйӗнчен те ҫӳлерех ҫӗклерӗ, ӑшӑ сӑмахсемпе йӑпатма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫак сӑмахсемпе вӑл кайри пӳртрен васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗпе амӑшӗ ҫапла хаяр сӑмахсемпе хӑр-харрӑн ятлаҫнине Сергей алӑк патӗнче тӑнласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вак-тӗвек сӑмахсемпе перкелешсе илнӗ хыҫҫӑн Петр Петрович тӳрех ӗҫ ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех