Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яланхи условисемпе пенӗ пулсан, вӑл мана ураран тӗллеме пултаратчӗ, мана ним мар амантса, хӑй кӑмӑлне ытлашши татмасӑрах мана тавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ; анчах халӗ ӗнтӗ унӑн сывлӑшалла персе ямалла е ҫын вӗлерекен пулмалла, е хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пӑрахса, манпа пӗр пекех хӑрушлӑх умне тухса тӑмалла пулать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ малтанхи машинӑсем сывлӑшалла ыткӑнса хӑпарчӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗнтӗ лётчиксен хӑйсен кабининчен тухмалла маррине, пирвайхи ракета ярсанах вӗсен сывлӑшалла ҫӗкленме хатӗр пулмаллине пӗлтернӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Танксем урамсем тӑрӑх тупӑсемпе пулеметсенчен персе, мӗнле нимӗҫ таврашӗ пур — ҫавсене пурне те таптаса тухнӑ, нимӗҫ гарнизонӗсен юлашкийӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле тарса пӗтсен вара, танкистсем тата танксем ҫинче ларса пынӑ мотопехота боеприпас склачӗсене тивертсе янӑ, кӗперсене сывлӑшалла сиктернӗ, станцисенчи стрелкӑсене, рельсӑсене ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, чакса килекен нимӗҫсен поезчӗсене питӗрсе лартнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темиҫе йывӑҫа хуҫса, самолёт татӑкӑн-татӑкӑн саланса кайрӗ, анчах унччен пӗр самант маларах Алексея кабинӑран сывлӑшалла кӑларса ывӑтрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950