Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулман сăмах пирĕн базăра пур.
пулман (тĕпĕ: пулман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресченсен союз председателӗн килте ӗҫлеме вӑхӑт пулман пирки, унӑн хуҫалӑхӗ юхӑнса кайрӗ.

Так как председатель крестьянского союза дома почти не бывал, хозяйство его пришло в упадок.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗренсемпе ҫирӗп ҫыхса хунӑ Хань, пуҫне усса, чӗркуҫҫисем ҫинче тӑрать, Лю Шэн Хань Лао-люн хура пурнӑҫӗнчен халиччен ял ҫыннисемшӗн паллӑ пулман нумай тискер ӗҫсем пӗлтерчӗ:

Он стоял на коленях, крепко связанный веревками, свесив на грудь голову, Лю Шэн сообщил много вопиющих фактов из преступной жизни Хань Лао-лю, еще не известных жителям деревни.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Йӗрсем ниҫта та пулман.

Следов нигде не было.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗлле ачашӑн ҫӗнӗ асапсем пуҫланнӑ: унӑн утиял та пулман, вӑл мӗн ҫӗр каҫичченех сивӗре чӗтресе выртнӑ.

Зимой для мальчика начинались новые мучения. У него не было даже одеяла, и он всю ночь дрожал от холода.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чан Кай-шине ҫапса аркатнӑ, урӑх никам ҫине шанмалли те пулман.

Чан Кай-ши потерпел поражение и надеяться больше не на кого.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Нимӗнле ҫыру та пулман.

Никакого письма не было.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ян пек ял каччишӗн ытлашши пысӑк пултарулӑх кирлех те пулман.

А для такого простого деревенского парня, как Ян, особого искусства и не требовалось.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑна ҫирӗплетме никам та пултарайман, ҫав вӑхӑтрах сивлесе калама та хӑякан пулман.

Подтвердить этого никто не мог, отрицать тоже никто не решился.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн ҫемьен, мӗн мӑн асаттерен пуҫласах, хӑйӗн нихҫан та пӗр йӑран ҫӗр пулман.

Моя семья, начиная с прадеда, своей грядки никогда не имела.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав калаҫу пачах та ҫӗр валеҫесси ҫинчен пулман.

не имеющие к разделу земли никакого отношения.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑн та, кунта помещик тӑванӗсем, унпа ҫывӑх туслашнӑ ҫынсем пулман, анчах йывӑр вӑхӑтра ӑна пулӑшма хатӗр тӑракансем те пур.

Встречались тут такие, которые, правда, и не принадлежали к числу родственников, названных братьев и друзей помещика, но готовы были помочь ему в беде.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗҫермелли те, тӑхӑнмалли те юлман, хӗллехи сивӗ каҫсенче витӗнсе выртмалли те пулман.

Нечего стало варить, нечего было надеть, нечем укрыться в морозные зимние ночи.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑннипе илсен, унӑн нихҫан та пӗр пус укҫи пулман, ҫак тӗлӗнмелле ята вӑл хӑйне нимле пурлӑх та паман пуянлӑх туррине кӗвӗҫтерес шутпа хӑй шухӑшласа кӑларнӑ.

Такое странное имя он, никогда не имевший гроша за душой, сам себе придумал с единственной целью подразнить бога богатства, обошедшего его дом своими дарами.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Активист ҫемйинче килӗшӳ пулни ӑна алӑ май пулман.

Мир и лад в семье активиста не были ему на руку.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ниҫта каймалли те пулман.

Куҫарса пулӑш

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Алӑ пусни-мӗнӗ пулман.

Подписи не было.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑннипе илсен, тепӗр чухне вӗсен ҫимелли пачах та пулман.

На самом же деле, не всегда у них была пища.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Типшӗм, ҫурма выҫӑ Дасаоцза вӗҫсӗрех хуйхӑрнӑ, ӳпкелешнӗ: е чумиза, е вутӑ пӗтнӗ, е килте тӑвар пулман.

Худенькая, полуголодная Дасаоцза только и делала, что горевала да сетовала: то чумиза вся кончилась, то дрова все вышли, то соли в доме нет.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл пачах та юласшӑн пулман, анчах чухӑн мӗн тӗлӗшӗпе те пулин ирӗклӗ-и-ха вара?

Он совсем не хотел этого, да разве бедняки вольны в чем-нибудь?

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсен урӑх сӑмах пулман.

Иных слов у них не было.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех