Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Артист пулас ӗмӗт хӑҫан ҫуралнӑ?

- Мечта стать артистом когда родилась?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫуллахи вӑхӑтра лаҫра вутӑ чӗртесси те манӑҫа тухса пырать пулас.

Куҫарса пулӑш

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Эпир те пулас депутата вырӑнти чӑвашсемпе паллаштарма килӗшрӗмӗр ун чух.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫӗршывӑн пулас сыхлавҫисене унти патриотика темипе ҫыхӑннӑ кӗтес ытларах кӑмӑла каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Тархасшӑн, Валентин Урташ ҫинчен ҫыракансем нумай пулнӑ та-ха, манӑн унӑн пурнӑҫӗнчи ниҫта та пичетленмен пулӑмсем ҫинчен пулас хайлавӑмра каласа кӑтартас килет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Поэт аппӑшӗсене кин пулас хӗрарӑм килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Мана темӗнех пулас ҫук.

Со мной ничего такого не случится.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫавӑнпах колхозра кирлӗ специалист пулас терӗм.

Поэтому хотела стать нужным специалистом в колхозе.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унӑн ҫав тери тухтӑр пулас килнӗ.

Она очень хотела стать врачом.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫапла пулас тесен нумай вӑй хума, тӑрӑшма, хальхи саманапа тан утса пырас тесен тата нумайрах пӗлме, вӗренсе пыма тивет.

Чтобы быть таким, необходимо приложить много сил, нужно ещё больше знать, учиться, чтобы шагать в ногу со временем.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пӗчӗкренех летчик пулас ӗмӗтне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

— Сирӗн сумлӑ форумӑр этемлӗхшӗн пӗлтерӗшӗ культура объекчӗсене пулас ӑрусем валли еплерех упраса хӑварасси пирки тӗплӗн калаҫма паллӑ патшалӑх деятелӗсене, авторитетлӑ специалистсене тата экспертсене чылай ҫӗршывран пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Аслисем вӗрентнине ӑша хывса ӳснӗ Николайӑн шкул пӗтернӗ тӗле выльӑх тухтӑрӗ пулас ӗмӗчӗ ҫирӗпленсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӗрӗссипе, хӗвелҫаврӑнӑша чӑн-чӑн аптека тесен те йӑнӑш пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Чӑн-чӑн хуҫа пулас килет тӗк, хӑть те мӗн чухлӗ ил те тӑрӑш.

Хочешь быть настоящим хозяином - бери сколько хочешь и работай.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫавӑнпа ҫуралнӑ та ӗнтӗ ман агроном пулас ӗмӗт.

Поэтому и родилась у меня мечта стать агрономом.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Куҫа-куҫӑн тӗл пулас килет-и вӗсемпе? Ӑнлантарни.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Леня Воркутара водительте ӗҫлет, анчах тӑван ен ӑна хӑй патне туртать пулас.

Лена в Воркуте работает водителем, но Родина его, кажется, тянет к себе.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Паллӑ спортсменсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса лартӑм, хамӑн та вӗсем пек пулас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Лайӑхрах вӗренес, ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫын пулас килет, — уҫҫӑн калаҫрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех