Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пединститута (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкара пединститута вӗренме кайма вӑхӑт ҫитнӗрен, туя Тетей вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Темех мар, анне, Шупашкара пединститута таврӑнмалла манӑн, ҫавна мӑкӑртатрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пединститута кайнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

…Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Сергей Совет Ҫарне кайнӑ, Валя пединститута кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пединститута каясшӑн-ха та…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Шупашкарти пединститута вӗренме кӗресси… манӑн тӗрлӗ шухӑшпа тӗрлӗ енчен ҫыхӑннӑ… эпӗ мӗн пур вӑйӑма чӗлхе тата литература ҫине хуратӑп, манӑн пурнӑҫра савӑнасси те, хурланасси те… ҫавсенчен килет…

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пединститута вӗренме кӗреймерӗ пулсан ӑҫта та пулин урӑх ҫӗрте вӗренӗ: ӑсӗ-пуҫӗ ҫук мар-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӗлтӗр вӑтам шкултан вӗренсе тухсан пединститута кӗме хӑтланчӗ, пӑтти пиҫеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пединститута вӗренме кӗнӗ, учитель профессине алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫурла уйӑхӗнче, ачаранах картӑннӑ, пӗр самантлӑха та тӗксӗм ҫапман «пурнӑҫ маякӗ» еннелле татӑклӑ утӑм турӗ — экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса, тинех пединститута химипе биологи факультетне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Тен, пурнӑҫри тӗп ӗмӗте — химипе биологи учителӗн специальноҫне алла илессине — тивӗҫтерсе, шӑпӑрт хатӗрленес те пединститута вӗренме кӗме экзаменсем парса пӑхас?» — ытла та илӗртӳллӗ, вӑрттӑн, теветкеллӗ шухӑш тӗвӗлерӗ каччӑ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Итлерӗм те вӗсене, хам тӗллӗн вӗренме пединститута кайса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Унтан Анатолий Васильевича пединститута ӗҫлеме чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Тепӗр ҫул эпӗ Амур ҫи Благовещенск хулинчи пединститута вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫавна май пединститута та экзаменсӑрах илчӗҫ ӑна вӗренме.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Эс — пединститута, художествӑпа графика факультетне, эс — университета, медицина факультетне.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ пединститута куҫӑн мар вӗренме те кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Эпӗ те ҫар ретне хам ирӗкпе каятӑп, тепӗр ҫул пединститута куҫӑн мар вӗренме кӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Маюк 10 сехет тӗлне пединститута ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ пулас тӗллевпе пединститута вӗренме кӗресшӗнччӗ, анчах ӑнмарӗ.

С целью стать учителем русского языка и литературы хотела поступить учиться в пединститут, но только не удалось.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех