Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑватӑ витере тата 100 пин чӑх ҫӑмарта тума пуҫласан муркашсем производствӑна паянхинчен чылай ӳстерӗҫ.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Малашлӑха пӑхса ӗмӗтленетӗн, ыранхи паянхинчен лайӑхрах пуласса кӗтетӗн.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне кулленхи ӳсӗмсем пӗчӗкленчӗҫ-тӗк, шанатӑп, хӑюллӑн кӗтетӗп: ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсем паян мар пулсан, ыран, ыран мар пулсан, тепӗр кунхине паянхинчен нумай пысӑкрах ӳсӗмсем кӳме тытӑнӗҫ.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чаплӑ, илемлӗ завод туса лартар, юлташсем, хамӑр та паян ӗнерхинчен, ыран паянхинчен татах та илемлӗрех ҫынсем пулар.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Паян — ӗнерхинчен, ыран паянхинчен маттуртарах, тухӑҫлӑрах ӗҫлессишӗн хыпӑнакан канӑҫсӑр чун нихҫан та лӑпкӑ пулма пултараймасть, ӑна яланах тем ҫитмен пек, таҫта темле кӑлтӑк пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа та савӑнӑҫ тени уншӑн – самантлӑх хӑна.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ятман, анӑҫри пӗлӗт тӗсӗ тӑрӑх ҫанталӑк улшӑнассипе улшӑнмассине пӗлме тӑрӑшнӑ пек, тасалса, шупкаланса пыракан пӗлӗт татӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхрӗ, ыран кун паянхинчен те лайӑхрах пулассине курсан ҫеҫ васкамасӑр кӗҫӗн алӑк патнелле утрӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл халиччен сакӑр хутчен тарнӑ, ҫавӑнпа та хӑйне тепӗр ҫӗре куҫарнӑ чухне паянхинчен ҫирӗпрех мерӑсем йышӑнасса кӗтмелле, ку вара китайсен тӗшмӗртейми пуҫ ватмӑшӗ пулса тӑрӗ, теветкелленме ыйтӗ тата — кӑткӑс каварлӑ пулӑшу кирли иккӗлентермест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Паянхи ӗнерхинчен килнӗ пекех, ыранхи паянхинчен тымар илсе ӳсет.Завтрашнее растет из нынешнего, как и нынешнее — из вчерашнего…
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Пӗлместӗп, эсӗ мӗнле те, анчах хӑшӗ-пӗри пуласлӑха туртӑнни вӑл хальхинчен, паянхинчен, хӑпса тасални тесе шухӑшлать.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл ӑна ыранхи шырав паянхинчен телейлӗрех пуласса шантарчӗ, вара ыран хӗвел тухиччен канма пурте ҫӗр хӑвӑлне кӗчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Паянхинчен интереслӗрех пулӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӗнерхи паянхинчен уйрӑлман.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах та эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: ответа тепӗр вӑхӑта хӑварнипе нимӗнле усӑ та пулас ҫук — эпӗ сире нихҫан та паянхинчен урӑхла ответ парас ҫук.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑн-чӑн пурнӑҫ ӑна вӗчӗрхентерсе, сехрине хӑпартса, ялан шиклентерсе пыратчӗ, тен, хӑй шиклӗхне, паянхинчен йӗрӗннине тӳрре кӑларасшӑнах пулас, вӑл иртнӗ пурнӑҫрипе нихӑҫан пулманнине яланах мухтаса пыратчӗ, уншӑн ӗнтӗ хӑй вӗрентсе пурӑннӑ авалхи чӗлхесем те чӑн пурнӑҫран пытанмалли калушӗсемпе тата зонтикӗпе пӗр картрах тӑнӑ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
9. Эпӗ ун чухне сире каларӑм: сире пӗччен ертсе каяймӑп, терӗм; 10. Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сире ӗрчетсе ячӗ, акӑ ӗнтӗ эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ; 11. Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, сире паянхинчен тата пин хут ытларах йышлӑлантартӑр, сире Хӑй хӑвӑра каланӑ пек пиллетӗр: 12. сирӗн йывӑрлӑхӑра, сирӗн хӗн-асапӑра, сирӗн хирӗҫӳ-харкашӑвӑрсене манӑн пӗччен мӗнле йӑтса ҫӳрес-ха?
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1