Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӑм (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑнмашкӑн сулӑсем патӑм.

И дал я серьги ей и запястья на руки ее.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Тата каланӑ: Сарра ача ӗмӗртӗ тесе Авраама кам калайӗччӗ? эпӗ ӑна ватлӑхӗнче ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.

7. И сказала: кто сказал бы Аврааму: Сарра будет кормить детей грудью? ибо в старости его я родила сына.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Саррӑна та каланӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗрле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ.

16. И Сарре сказал: вот, я дал брату твоему тысячу сиклей серебра; вот, это тебе покрывало для очей пред всеми, которые с тобою, и пред всеми ты оправдана.

Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29 Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пулӗ; 30 пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен-калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка патӑм, тенӗ.

29. И сказал Бог: вот, Я дал вам всякую траву, сеющую семя, какая есть на всей земле, и всякое дерево, у которого плод древесный, сеющий семя; - вам сие будет в пищу; 30 а всем зверям земным, и всем птицам небесным, и всякому [гаду,] пресмыкающемуся по земле, в котором душа живая, дал Я всю зелень травную в пищу.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кун-ҫулӑмӑн 12 ҫулне патӑм ку ушкӑна.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Амӑшӗ пулӑшмарӗ те — вӗренӳшӗн тӳлеме хамӑн укҫана патӑм.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Эпӗ пӗрех ҫакна ахаль хӑвармӑп. Районта тӗрӗслӗх тупма ҫук — прокуратурӑра кумӗ ӗҫлет, заявление Шупашкара кайса патӑм», — палӑртрӗ Ольга Прокопьевна унпа телефонпа ҫыхӑнсан.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чӑтаймарӑм — сӑвва вуласа патӑм, пурин куҫӗ те шывланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хамран мӗн килнине ӑна веҫех патӑм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шӑнкӑрав урлӑ шкул пӗтӗм пурнӑҫне ҫутатнӑ материала «Хатӗр пул!» радиокӑларӑма ярса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗррехинче район хаҫатне «Сехете хуҫине тавӑрса панӑ» материал ярса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чи малтанах хапха умӗнче мӑнуксене ярӑнса киленме юртан тӑвайкки туса патӑм.

Сначала перед воротами сделал горку, чтобы внуки смогли вдоволь накататься.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Сипленсе килнӗ хыҫҫӑн ун патне шӑнкӑравларӑм, нуша курса ҫӳрени ҫинчен интервью патӑм.

После лечения позвонил к нему, дал интервью о том, как натерпелся горя.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех