Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

организаци сăмах пирĕн базăра пур.
организаци (тĕпĕ: организаци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи I кварталта 69 организаци ҫак налука татас, тӳлес тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Унпа пӗрле ӗҫленӗ председатель ҫумӗсем С.А.Алиуллов («Дружба»), С.И.Зубарев (электроподстанци), П.А.Баринов (Комсомольски ялӗ), райсовет секретарӗсем М.В.Орлов, М.Г.Дерягина, В.И.Ласточкина (пурте Комсомольски), президиум членӗсем Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.В.Лаврова (райбольница), М.М.Гибатдинов («Алга»), В.Г. Краснов («Комсомольский» совхоз), Н.Д.Краснов («Россия») тата ыттисем те организаци ӗҫӗ-хӗлне лайӑхлатас енӗпе нумай тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Эсӗ, Кудрявцева, рядовой комсомолка ҫеҫ мар, тата комсомол организаци секретарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӑна эпӗ комсомол организаци секретарӗ Кудрявцева звенин тӗслӗхӗ ҫинче кӑтартса пама пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Комсомол организаци секретарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫсене Шупашкарти «СУ-21» тулли мар яваплӑ общество подрядлӑ организаци пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Шупашкарти «СУ-21» тулли мар яваплӑ общество подрядлӑ организаци представителӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӗҫсен 50 процентне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Паянхи кун республикӑри ялсенче ҫурт тума пултаракан аккредитациленнӗ вуншар подрядлӑ организаци ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9783-yalta-p ... nsem-valli

Анчах та ҫурта подрядлӑ организаци кӑна тума пултарать, тӑвансемпе пӗрле, ниме мелӗпе май килмест.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9783-yalta-p ... nsem-valli

Предприятии организаци коллективӗсем кунта паллӑ мар салтак палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ Ҫӗнтерӳ нихӑҫан та манӑҫмӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muxtavla-centery- ... nacme.html

Ларура ҫавӑн пекех районти АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ тата организаци ӗҫне йӗркелесе пыракан яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Юсама килӗшекен организаци те тупӑннӑ.

Нашлась и организация, которая согласилась на выполнение работ.

Мӑн Сӗнтӗрти парка юсаса пӗтермен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32970.html

Асӑннӑ организаци Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствине пӑхӑнать.

Данная организация подчиняется Министерству промышленности и энергетики Чувашии.

Елчӗк ҫынни Промышленность аталанӑвӗн фондне ертсе пырӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32805.html

Паян Чӑваш Республикин строительство комплексӗнче виҫӗ пин ытла организаци, 20 пин ытла ҫын ӗҫлет.

Сегодня в строительном комплексе Чувашской Республики работает свыше трех тысяч организаций и более 20 тысяч человек.

Олег Николаев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/14/ole ... stroitelya

18) кандидат, унӑн шаннӑ ҫынни, финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен полномочиллӗ представителӗ, ҫавӑн пекех вӗсем хушнипе урӑх ҫын е организаци суйлавҫӑсене туяннӑ факта суд хӑйӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетни.»;

18) установленный решением суда факт подкупа избирателей кандидатом, его доверенным лицом, уполномоченным представителем по финансовым вопросам, а также действовавшими по их поручению иным лицом или организацией.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

«Центр И2Т» (Инклюзивлӑ информаци технологийӗсем) коммерцилле мар организаци куҫ курманнисене компьютера вӗренмелли аудио-лекцисене итлеме сӗнет.

Некоммерческая организация «Центр И2Т» (Инклюзивные информационные технологии) рекомендует незрячим прослушать аудио-лекции для изучения навыков работы с компьютером.

Чӑваш Енри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ суккӑр ҫынсем валли аудио-лекци хатӗрленӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32450.html

— «Америка Пулӑшӑвӑн администрацийӗ», выҫӑпа аптранӑ халӑхсене пулӑшма тунӑ организаци вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Милли Шуро ятлӑ организаци, Атӑл — Урал штачӗ туса хурса, Советсене хӗҫпӑшалпа пӗтерсе тӑкма та хирӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку организаци Вӑхӑтлӑх правительство майлӑ пулса, Германи ҫарӗпе пӗтӗм вӑя хурса малалла та ҫапӑҫасшӑн, большевиксене хирӗҫ тутар халӑхне ҫӗклесшӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑна йӗркелекенӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата «Содействие развитию культуры и массовых коммуникаций «Культурный регион» коммерциллӗ мар организаци.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех