Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

организаци сăмах пирĕн базăра пур.
организаци (тĕпĕ: организаци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, иртнӗ ҫул ҫӗнӗ йышши техникӑсен парадне кӑтартрӗҫ пулсан, кӑҫал Шупашкарти «Клуб ГАЗ-21» «Ретро» обществӑлла организаци ӗлӗкхи ҫулсене аса илтерекен автомобильсен куравне йӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Атнер Хусанкай витӗмӗпе Уралпа Атӑлҫи регионӗнче общество майӗпе ӗҫленӗ темиҫе организаци чӑмӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Акӑ, Тинӗс-ҫар флотӗнче служба ирттернӗ ентешсем те районта «Морское братство» обществӑлла организаци йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ӑшӑ энергийӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн 2,4-13,7% хакланать /пӗлме: Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ресурссемпе тивӗҫтерекен кашни организаци валли пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтассипе, унта вӗри тата сивӗ шыв парса тӑрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсене ҫирӗплетет/.

Тепло для жителей республики оценивается в 2,4-13,7% / к сведению: государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам для каждой организации, снабжающей ресурсами, устанавливает тарифы на услуги отопления жилых помещений, подачи в них горячей и холодной воды, водоотведения.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мартӑн 9-мӗшӗнче район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов предприяти, организаци, мӗн пур харпӑрлӑх формиллӗ учреждени руководителӗсемпе, район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе анлӑ канашлу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Архивӑн комплектаци списокӗнче 44 учрежденипе организаци тата предприяти шутланса тӑраҫҫӗ.

В списке комплектации архива числятся 44 учреждения, организации и предприятия.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсене «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗ» республикӑри обществӑлла организаци Председателӗ Ольга Зайцева саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗн комиссине куҫ курманнисем ыйтнипе вырӑнти организаци чӗнсе илме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вырӑнти организаци ертӳҫине куҫ курман ҫынсене пӗрлештерекен производство тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен йышӗ чакса пыни уйрӑмах пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Аса илтерем, республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, ун чухне ҫакӑн пек ятлӑччӗ-ха пирӗн организаци, пуҫарнипе иртнӗ ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа кашни районтах «Ҫӗнтерӳ пусми» хатӗрленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ҫак кун вӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленийӗсен органӗсен ӗҫченӗсемпе, учрежденисемпе организаци ертӳҫисемпе йӗлтӗрпе чупас енӗпе ГТО тест-тӗрӗслевне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Пӗлтӗр республикӑра 27 хӑна ҫурчӗ, 20 санатори, ытти 21 организаци ӗҫленине шута илнӗ.

В прошлом году в республике учтена работа 27 гостиниц, 20 санаториев, и еще 21 организации.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех