Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

организаци сăмах пирĕн базăра пур.
организаци (тĕпĕ: организаци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ферит Гибатдинов, «Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗ» обществӑлла организаци председателӗ:

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей вӑй-хӑвачӗн пысӑк уявӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Халӑхсене ҫывӑх тӑракан, вӗсен кун-ҫулӗпе, пурнӑҫӗпе тӳрреммӗнех кӑсӑкланакан организаци республикӑри чылай наци ҫыннине хӑйсем ҫине ҫӗнӗлле, тишкерӳллӗ куҫпа пӑхма май парӗ, вӗсен культурине, йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса малалла аталантарас ӗҫре ҫаврӑнӑҫуллӑрах пулма хистӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Раҫҫейре унашкал организаци 1998 ҫултах чӑмӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫав хушӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ-2016» ярмӑрккана ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илекен 20 организаци хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӗсем курьерсем урлӑ пӗр-пӗр предприяти е организаци валли апат-ҫимӗҫ, чечексем е эрех-сӑра саккас параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Пӗлтӗр пӗр организаци ҫул ҫитмен ҫамрӑка медтӗрӗслев кӑлармасӑрах ӗҫе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

КСМОра темиҫе тӗрлӗ организаци, кашнин тӗллевӗ тӗрлӗрен пулсан та вӗсене пӗрлештерекенни сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр ыйтусене мӗнле татса памаллине пӗр организаци лайӑх пӗлет, теприне те пулӑшма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Раҫҫей экспорт центрӗ» обществӑна «Внешэкономбанк» тытӑмӗнче «пӗр чӳрече» мелӗпе экспортерсемпе ӗҫлекен, экспорт ыйтӑвӗсемпе консультаци паракан, экспорт ӗҫ-хӗлне йӗркелеме пулӑшакан ятарлӑ организаци пек йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин экспорт потенциалӗ пысӑк // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унта тӗп подрядҫӑсем 5-мӗш стройтрестпа «Чӑвашстрой», ытти организаци ертӳҫисене пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Пӑрӑнтӑк элеваторӗ» уҫӑ акционерлӑ общество кунта чи пысӑк организаци.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ильсур Метшин каланӑ тӑрӑх, тирпей ҫуккин тепӗр сӑлтавӗ – кулленхи каяша пуҫтарассине, полигона турттарассине унччен темиҫе организаци пурнӑҫлани.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Унсӑр пуҫне 400 ытла организаци хӑйсем тӗллӗн паракан отчета йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кӑҫалхи вӑрӑм каникулта ҫул ҫитменнисемшӗн усӑллӑ ирттӗр тесе тӗрлӗ организаци хӑйӗн тӳпине хывать.

В этом году, чтобы длинные каникулы были в пользу для несовершеннолетних, разные организации вкладывают свою лепту.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Организаци йышне кӗрес пирки чарӑнса тӑрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Организаци 2005 ҫултан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерекен Парада хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Пирӗн организаци ҫинчен http:www.ofizery.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хамӑрӑн организаци ертӳҫине эпир Комсомольски районӗнчен тухнӑ Владислав Алексеевич Ильин вице-адмирала суйларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Чӑваш политикине хутшӑнакан ҫынсем уйрӑм организаци — парти — йӗркелес пирки нумай калаҫатчӗҫ.

Принимающие участие в чувашской политике люди много говорили о создании отдельной организации — партии.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Малтанхи сасӑлавӑн организаци комитетӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫакӑ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех