Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та хам тупнӑ философилле пӗлӳсем ман мӑнкӑмӑллӑ чӗрене ҫав тери хӗпӗртеттерчӗҫ: эпӗ час-часах хама пӗтӗм этемлӗхшӗн усӑллӑ ҫӗнӗ чӑнлӑхсем тупма пултаракан чаплӑ ҫын тесе шутларӑм, хама пысӑка хурса, нимӗнпе те палӑрман ытти ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӑм; анчах, тӗлӗнмелле, ҫав ҫынсемпе пӗрле чухне эпӗ кашнинченех иментӗм, шухӑшӑмпа хама мӗн чухлӗ ытларах ҫӳле хутӑм, хам ыттисенчен аванраххине палӑртма ҫаван чухлӗ сахалтарах пултартӑм ҫеҫ мар, кашни ансат сӑмахӑмпа хусканушӑн именме те парахаймарӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам ҫавнашкал пулнине хӑнӑхма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ; хама, тилӗ евӗр, виноград пиҫсе ҫитмен-ха, тесе лӑплантартӑм, урӑхла каласан, хитре сӑн-пите пула Володя, мана чунтан ӑмсантарса, тӗрлӗрен ырлӑхсемпе ман куҫ умӗнчех савӑннине килӗштерме пӑрахасшӑн тӑрӑшрӑм, мӑнкӑмӑллӑ пӗчченлӗхре савӑнӑҫ тупма шухӑшларӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Рио-Гранде тӑрӑхӗнчи чи мӑнкӑмӑллӑ помещикӗн хӗрӗ тата Техасри ҫавнашкалах мӑнкӑмӑллӑ хуҫан хурӑнташ хӗрӗ.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑйлӑ та, уҫӑ кӑмӑллӑ та, мӑнкӑмӑллӑ та.
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Кӳреннисем яланах мӑнкӑмӑллӑ пулаҫҫӗ-ши?
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
— Вӑт мӗнле каланӑ пирӗн колхоз поҫлӑхӗ! — мӑнкӑмӑллӑ кулса илчӗ Малан кинеми.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӗр енчен, ҫӗр ҫинчи терт-нушашӑн, танмарлӑхшӑн эпӗ хушман ӗҫсене туса, хӑйсен чӑрсӑр ирӗкне ман саккунсемпе чикӗлемесӗр ҫылӑха кӗнӗ пӗрремӗш мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем — Адампа Ева — та айӑплӑ, тепӗр енчен, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ (вӑл ман сӑмахӑмпа ҫуралнӑскер, ман вӑйпа (энергипе), эп хывнӑ ҫирӗп йӗркесемпе тата саккунсемпе ҫеҫ аталанса пырать) тӗрлӗ енлӗ пултӑр тесе эпӗ йывӑҫне-курӑкне те, выльӑхне-чӗрлӗхне те, кайӑкне-кӗшӗкне те, ытти чӗрӗ чунсене те юри тӗрлӗ турӑм.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Варсун, темиҫе те килсе, Лисука хӑй патне пыма куҫҫульпе тархасларӗ, анчах мӑнкӑмӑллӑ хӗр ӑна сӑмах та чӗнмерӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Тӗнчери чи мӑнкӑмӑллӑ ҫын эсӗ вӑл.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӑхӑнма юратман мӑнкӑмӑллӑ Свифта секретарьпе тарҫӑ ӗҫне тӑвассине хӑнӑхма хӗн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫе килӗштермен.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Кунта ҫынна улталакан купсасем те, ултавҫӑ ремесленниксем те, хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тыткалакансем те, чапа тухма тӑрӑшакансем те ҫук.Не было обманщиков-купцов и плутов-ремесленников. Не было чванства и тщеславия.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чухӑн нацисем ҫӑткӑн, пуяннисем — мӑнкӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, ҫӑткӑнлӑхпа мӑнкӑмӑллӑх вара яланах пӗр-пӗринпе килӗштерме пултараймаҫҫӗ.Бедные нации алчны, богатые — надменны, а надменность и алчность всегда не в ладах.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Этем ӑс-пуҫӗ ҫакнашкал хисеплӗ те пархатарлӑ идейӑна нихҫан та шухӑшласа кӑларма пултарайманнишӗн вӑл хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тытать.Никогда еще более грандиозная и возвышенная идея не зарождалась ни в чьей голове.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Наполеон пирвайхи хут манран тарать, тесе мухтанма пултараттӑм эпӗ, — тесе ҫырнӑ Кутузов арӑмӗ патне, — анчах турӑ мӑнкӑмӑллӑ ҫынна йӑвашлатать».
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ пирки вӑл хӑйне ҫӗнтернӗ тесе йышӑнасшӑн пулман.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ку ӗнтӗ мӑнкӑмӑллӑ Наполеоншӑн та ытла нумай пулнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Аслӑ визирь ертсе пыракан мӑнкӑмӑллӑ туроксен 60 пинлӗ ҫарӗсем сирӗн юнӑрсене тӑкса, сирӗн паттӑрлӑхӑрпа ҫавӑрса илнӗ вырӑнсенче пуҫ пулса тӑрасшӑн ӗмӗтленнӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Куҫа курӑнман хӗвелӗн вилӗ уйӑх ҫинчен каялла ӳкнӗ ҫутти ылттӑнлатнӑ Атӑлӑн вӑрах юххи чаплӑ та мӑнкӑмӑллӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унтан вӑл лӑпкӑ та мӑнкӑмӑллӑ сасӑпа каланӑ:
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫакӑ вара, Вагранкинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, йӗркерен тухнӑ генерала тепӗр хут уҫӑлтарса ячӗ: арестантсем хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тытнине пӗрре те юратман вӑл.
XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.