Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтес сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтес (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харпӑр хӑй ӳснӗ кӗтес пахах ҫав.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑлаки аппаран хӑй мӗнле-мӗнле сӑмахсем вӗренсе юлнине шутласа ларать Ваҫук хӑш чух: «Анне, атте, Ҫӗршыв, ҫын, чун, юн, ҫӑкӑр, ӗҫ, хӗвел, ҫӑлтӑр, уйӑх, кун ҫути, тавтапуҫ, тӑван кӗтес…»

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Акӑ вӗсен ячӗсем: «Ма айӑплӑ эп, аннеҫӗм?», «Шырав хыҫҫӑн шырав», «Хӗвел кулать тӑван анне пек», «Атте-анне чи хакли», «Тӑван кӗтес…»

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вара тӗрлӗрен ҫапкаланчӑксем валли ҫӗр ҫинче пӗр кӗтес те юлмӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пурне те куракан пуҫлӑхран пытанарах пӗрер курка сӑра ӗҫме вӑрттӑнрах кӗтес те тупаймӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Илемлӗ хулара ҫӗнелмен пӗр кӗтес те юлман пуль.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Акӑ паян вӗсем пӑрахут ҫинчен аннӑ та Люсьӑсен килне хӑнана кӗнӗ, унтан, Владимир Петрович валли «кӗтес шырама», ГЭС стройплощадкине васканӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шупашкар хули пирӗн тӑван кӗтес.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Унран кашни ҫын кил-йышӗнче кирлӗ ансат та йӳнӗ япаласем туса кӑтартасса кӗтес килет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ыран вӑрттӑн кӗтес хатӗрлесе парӑпӑр, — хушса хучӗ унӑн арӑмӗ, упӑшкинчен чылай ҫамрӑк сӑнлӑскер.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пире валли те пӗр-пӗр кӗтес тупӑнӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкасси пирӗншӗн эпир унта ҫуралса ӳснӗрен, улӑх-ҫаранти кашни кӗтес ҫывӑхран ҫеҫ паха мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыраман кӗтес, хушӑк хӑвармарӗҫ, пӳлме тулли тырра та хускаткаласа пӑхрӗҫ, пир тӗркемӗсем ҫаплах тупӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав шавлӑ кӗтес тӑруках шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Арҫын хай тӑракан вырӑнтан васкамасӑр пӑрӑнса тӗрӗслев кӗтес илет: «Куратӑн-и, пурте йӗркеллӗ. Санӑн куҫу чалӑшма пуҫланӑ. Урӑх ман пата клише йӑтса ан кил. Ӑнлантӑн-и?» — тесе вылявлӑн шӗвӗр пӳрнипе Вӗҫелиса пилӗкӗнчен тӗксе илет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Анчах патша вӑхӑтӗнче ҫак край вӑл пӑрахӑҫ, тӗттӗм кӗтес пулнӑ.

Но в царское время это был дикий заброшенный край.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑван кӗтес

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Тӑван кӗтес, санран хитрийӗ ҫук!

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Лена кӗтес хыҫне пӑрӑнса курӑнми пулчӗ ӗнтӗ, анчах Завьялов ҫаплах чӳречерен пӑхса тӑрать-ха.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь каҫ пулнӑ, Виктор, — тен, вӑл, ҫав ҫын, хӑйӗнпе тем пуласси ҫинчен пачах та шухӑшламан рабочи, тахӑш урампа утса пырать, тен, вӑл паян ӗҫ укҫи илнӗ, кил-йышӗ патне васкать, анчах ӑна пӗр-пӗр кӗтес хыҫӗнче е подъездра кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ, санӑн Горяев кӗтет!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех