Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтес сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтес (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл сасартӑк Григориу енне ҫаврӑнчӗ те тӑван кӗтес туртни, ӑна тунсӑхлани ҫинчен халиччен шӗвӗр питлӗ арҫынпа мар, шӑпах унпа, Григориупа, калаҫнӑ пек, лешӗ, шӗвӗр питли, кунта ҫук та пек, пулман та пек малалла калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпа тӑван кӗтес те вӑл!

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тӑван ен туртать, Александр Кузьмич, тӑван кӗтес… ҫавӑнпа каятӑп эпӗ, тепӗр хут калатӑп, — пит-куҫне пӗркелентерчӗ аслӑ прораб.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрлӗ кӗтес ӑҫтине пӗлетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Реслубликӑра вӑл палламан ҫын, вӑл ҫитмен кӗтес ҫук та пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кунта кашни кӗтес, мӗнпур япала ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Кунтан, вунӑ ҫухрӑмран, йывӑҫсемпе ҫурт тӑррисем кӑна тӗтреллӗн-мӗнлӗн сӗмленкелеҫҫӗ-ха, анчах Таранова тӑван ялӗ инҫетрен те ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен кирек мӗнле ҫын куҫне те ҫуралнӑ вырӑнӗ ӗмӗрлӗхех ӳкерӗнсе юлать, унта мӗн пуррине, хӑш кӗтес еплереххине нихҫан та манмастӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче вӗсем ҫитмен кӗтес хӑварман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑп ҫав кӗтес ӗнтӗ ӗлӗк-авал Иккӗмӗш Ҫӗньял пек ҫырӑнса юлнӑ та пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Тата Лапсар еннелле вӑл тӑрук 90 градуслӑ кӗтес туса пӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Пур ҫӗрте те вут йерӗ, вилӗм йӗрӗ, ниҫта пӗр ларса калаҫмалли кӗтес ҫук…»

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна та курӑпӑр Телей ҫӗршывӗнче, — терӗ Укаслу хӑй шанса пурӑннӑ асамлӑ кӗтес Шурӑ патшалӑхах пулнине ӗненсе.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирек ӑҫта ҫитсессӗн те тӑван кӗтес, ҫуралнӑ ҫӗршыв ҫинчен ан манӑр.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑр ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтес ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камран хӗрхенӳ кӗтес

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паян кун та ҫак ҫулҫӳревҫӗ кушака аса илетӗп те шухӑша путатӑп: эх, мӗншӗн-ши вӑл хаклӑ пӗтӗм пысӑк ӑс-пуҫлӑ, таса та ырӑ чунлӑ чӗрчуншӑн тӑван кил, тӑван кӗтес, Тӑван ҫӗршыв?

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пурӑнмалли кӗтес туянма 45 ҫамрӑк ҫемьене 28,2 млн тенкӗлӗх свидетельствӑсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Пӗр кӗрчен, туратламас, асат хуҫнӑ каврӑҫ тӗлне ҫитсен курать — ҫул тӑваткал кӗтес тусах каллех сулахаялла кукӑрӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сана шыраман кӗтес хӑвармарӑм пуль.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӗсен ялӗнчен района машинӑсем ҫӳреҫҫӗ-ха, анчах ҫакӑн пек ӑш вӑркана чухне мучи машина кӗтес темерӗ, ҫынсем хускаличченех ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех