Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтес сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтес (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Музей директорӗ Валентина Маллина пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑн малтан ҫак пуҫарупа афганецсем тухнӑ иккен, хӑйсен ҫар службин историйӗ пирки кунта кӗтес уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Тӑван кӗтес, ачалӑхра кӑтра ҫерем ҫинче ҫара уран чупнӑ вырӑнсем, ял ҫумӗнчи пысӑк кӳлӗ тата ытти те манӑн чун варринчех.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

«Тӑватӑ кӗтес» калавра темле питӗ хальхи шухӑш пур.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Юрӗ, малалла кӗтес терӗм.

Ладно, дальше решил подождать.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Халь тара тытакансене хӑтлӑ та ҫутӑ, хитре сӗтел-пуканлӑ кӗтес кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Ҫуралнӑ кӗтес ӑшши тетене ют ҫӗрте те хӑват парса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Ку анчах та мар, «Хыпар» издательство ҫурчӗн вӑхӑтлӑх ертӳҫи Д.А. Моисеев «тӗп» хаҫатра «Тамаша» кӗтес кӑларни вырӑнлӑ тесе сӑнарлӑн та ытарлӑн пӗлтерчӗ: «Сакӑр ырхан ӗне тытиччен пӗрре самӑрри пултӑр!»

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — «Капкӑна» «Тӑван Атӑлта» пӗчӗк кӗтес уйӑрса памалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Президент кунта чей ӗҫме ятарлӑ кӗтес те йӗркелеме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ҫӗршывӑн пулас сыхлавҫисене унти патриотика темипе ҫыхӑннӑ кӗтес ытларах кӑмӑла каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫемьене кӗтес те уйӑрса панӑ.

Семье и уголок выделили.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Малтанласа Ананьевсен хӑйсен кӗтес пулнӑ-ха.

На первых порах у Ананьевых не было своего угла.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

— Ют вырӑнта та тӑван кӗтес, ҫӗршыв ӑшшине туйса илме яланах питӗ кӑмӑллӑ, — терӗ Владимир Александрович.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӑван кӗтес, кун-ҫул парнеленӗ ялӑм умӗнчи парӑма «Отчий дом» фотоальбомпа татас терӗм.

С фотоальбомом "Отчий дом" решил отдать долг перед родным краем, подарившим жизнь деревней.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене, ҫав шутра ҫул ҫитмен сусӑрсене, тӑнӑҫсӑр ҫемьесенче ҫитӗнекенсене, хӳтте илеҫҫӗ: вӗсен заявленийӗсене е медицина, вӗренӳ е социаллӑ тытӑма кӗмен ытти учреждени пӗлтернине тӗпе хурса вӗри апатпа, ҫимӗҫ пуххипе, тумпа, атӑ-пушмакпа тата куллен кирлӗ япалапа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ, вӑхӑтлӑх кӗтес тупса параҫҫӗ, ирӗкӗсене хӳтӗлемешкӗн юридици, психологи тата ытти пулӑшӑва илмешкӗн май туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Социаллӑ учрежденире хӑйсене ятӑн кӗтес тупни ун пеккисемшӗн — чӑн-чӑн телей.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сосновка шкулӗнче чӑваш поэтне халалланӑ кӗтес пурри кама савӑнтармасть-ши?

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Канашри интернат шкулти Ҫар мухтавӗн музейӗнче Кӗҫтук Кольцова халалласа кӗтес уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Тӑван кӗтес, ҫӗршыв, халӑх пуласлӑхӗ чӗлхепе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

7. Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул; 8. вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ.

7. Итак Он для вас, верующих, драгоценность, а для неверующих камень, который отвергли строители, но который сделался главою угла, камень претыкания и камень соблазна, 8. о который они претыкаются,

1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех