Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑвакрах (тĕпĕ: кӑвак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫийӗн, хумлӑн-хумлӑн ярӑнса, витӗр курӑнакан кӑвакрах тӗтре шӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑвакрах мӑйӑхӗпе кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫне кӗске кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака ҫын сулахай хулӗ урлӑ шал енчен тӑваткал куҫлӑ, тул енчен кӑвакрах плащ уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑшт кӑвакрах тӗс панӑ шӑвӑҫ ҫине хура та хӗрлӗ сӑрӑпа илемлетсе ҫырнӑскерсем аякранах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Витӗр курӑнакан кӑвакрах пӑрсем ҫинче ҫурхи хӗвел ӑшшинче тюленьсем ӑшӑнса выртаҫҫӗ.

Под теплыми лучами весеннего солнца греются на прозрачных голубоватых льдинах тюлени.

Тюлень тытма ледоколпа кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ унӑн куҫ айӗсем тӑртаннӑ, пичӗ ҫинчи ӳчӗ темле кӑвакрах, таса мар пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку уҫланкӑ темӗн тарӑнӑш ҫӑл тӗпӗ пек курӑнать, ҫиелтен ӑна кӑшт кӑвакрах сӑнлӑ хура чаршавла хупланӑ, ун ҫинче кӑшт ҫеҫ ҫӑлтӑрсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫурӑмӗсенче кӑмӑскаланнӑ ҫимӗҫ ҫинчи пек кӑвакрах сайра мамӑк пур.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Э-э, ӑнлантӑм, — кӑвакрах симӗс куҫне хӗссе йӳҫҫӗн кулчӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кил картине кӗреймерӗм, мӗншӗн тесен симӗс хапха алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те кӑвакрах шлепке тӑхӑннӑ Сардимиров курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн — Глафира.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӳртре пире чӗввӗн тӑракан кӑвакрах шурӑ мулкач кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӳлте-ҫӳлте, йывӑҫсем тӑрринче, кӑвакрах шурӑ юр пӑтрашӑна-пӑтрашӑна шалтах ывӑнать те ҫӗр ҫине майӗпен вӗтӗртетсе ӳкет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тарӑн ҫырмара кӑвакрах шурӑ тӗтре йӑсӑрланать, йывӑҫ тураттисенчен кармакланса сарӑрах симӗс тӗс тӳпенелле кармашать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Йӑрӑс пӳллӗскер, кӑвакрах симӗс куҫлӑскер, сӑнран-кӗлеткерен пӑхма хӑтлӑ, ҫыпӑҫуллӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл сарӑрах хӗрлӗ тӗслӗ, кӑвакрах хӗмлӗ, хӗррисемпе тӗксӗмрех, варринче — шурӑрах.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн кӑвакрах ҫилхийӗ те мучи сухалӗ евӗрлех шурӑ тӗспе ылмашӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӑл витӗр курӑнакан вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫӳхе кӗпепе, кӑвакрах симӗс тӗслӗ ҫӳҫне Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне илемлетмелли ҫутӑ хутпа эрешлесе ҫавӑрса ҫыхнӑ, куҫне те, тутине те сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Танк хӑй хыҫӗнчен кӑвакрах тӗтӗм йӗрӗ хӑварса, тапранса кайрӗ.

Танк тронулся, оставляя за собой синеватую полоску дыма.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урайне вӗр-ҫӗнӗ кавир сарнӑ, стенисене штукатуркӑласа кӑштах кӑвакрах сӑрпа, маччине шурӑ сӑрпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫӗлӗкӗсене хывса сулахай хул хушшине хӗстернӗ шурӑ ҫӳҫлӗ, кӑвакрах сухаллӑ стариксем, пуҫӗсене хура тутӑр ҫыхнӑ карчӑксем — кунта пухӑнса тулнӑ пӗтӗм халӑх пуп кӗлӗ пуҫласса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех