Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курупкисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та асӑннӑ ялсенче хоккей курупкисем тума палӑртнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Арҫен сунтӑха уҫрӗ те сарӑхнӑ, лачӑркаланнӑ вӗтӗр-шакӑр эмел, препаратсен курупкисем хушшинче кирлӗ эмел шырама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫак хӗрарӑм портретне эпӗ пирус курупкисем ҫинче курнӑ.

Я видел портрет этой женщины на папиросных коробках.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ав Нагульнов темле ют чӗлхе вӗренет — тӗлӗнтермӗш; Крамсков мучи ҫирӗм ҫул хушши тӗрлӗ шӑрпӑк курупкисем пухать — тӗлӗнтермӗш; эсӗ Лушка Нагульновӑпа явӑҫатӑн — тӗлӗнтермӗш; урамра пӗр-пӗр ӳсӗр пырать, такӑна-такӑна каять, ҫурӑмӗпе ҫатан картасене шӑлса типӗтет — ку та тӗлӗнтермӗш.

Вот Нагульнов какой-то чужой язык выучивает — чудинка; дед Крамсков двадцать лет разные спичечные коробки собирает — чудинка; ты с Лушкой Нагульновой путаешься — чудинка; пьяненький какой-нибудь идет по улице, спотыкается и плетни спиной обтирает — тоже чудинка.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Курупкисем илемлӗ-ҫке!

Вот так коробочки!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Стена тӑрӑх темиҫе хут ҫӳлӗк тунӑ, унта пирус е шӑрпӑк курупкисем купаланса выртаҫҫӗ.

По стене в несколько линий тянулись узенькие полочки, на них лежали стопки папиросных и спичечных коробок.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Унтан темиҫе ҫӳлӗк ҫине тӗркесем, кӗленчесем, килти эмел курӑкӗсем, пластырьсем, спирт, порошоксем, тӗтӗрмелли шӑршлӑ кӑмпа курупкисем хурса тултарнӑ; ялти кирек хӑш ҫуртра, хуҫалӑха ҫирӗп тытакан хӗрарӑмӑнни пек, супӑнӗ те, чӗнтӗрсене, ҫи-пуҫа тасатмалли имҫамсем те, тата тем те пӗр те, тем те пӗр те унтах.

Потом целые полки загромождены были пачками, склянками, коробочками с домашними лекарствами, с травами, примочками, пластырями, спиртами, камфарой, с порошками, с куреньями; тут же было мыло, снадобья для чищенья кружев, выведения пятен и прочее, и прочее — все, что найдешь в любом доме всякой провинции, у всякой домовитой хозяйки.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Амӑшӗн ӗҫӗнчен те, ашшӗн ӗҫӗнчен те хӗрача валли канихвет курупкисем парса янӑ.

И с маминой, и с папиной работы для девочки передали коробки конфет.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Мӗн кӑна ҫук тата унта: йогурт банкисем, сок курупкисем...

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех