Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак хулара эп чи малтан Мӑн Днепра курсаттӑм.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Итле-ха, Спартак, эпӗ сана пӗр уйӑх каялла пирвайхи хут курсаттӑм та, унтан вара эсӗ ҫепӗҫрех те илемлӗрех пулса кайнӑ-ҫке…
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗрре тахҫанах, эпӗ ача чухне, типӗ ҫул тайга епле ҫуннине курсаттӑм.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Эпӗ картина ҫинче ҫавӑн пек, мӗнле каламалла, архитектурӑна курсаттӑм пӗрре.Я видел на картинке такую, с позволения сказать, архитектуру.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӗсен тата акӑ ҫакӑн пек япала тӗл пулкалать — эпӗ темле ҫавӑн евӗрлӗреххине курсаттӑм: кашни уйӑхра ӑмӑртӑва мӗн чухлӗ ҫын явӑҫтарнисене процентпа кӑтартса параҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Виҫӗмкун ҫапла курсаттӑм та, Маншурсене ҫитсе пулмарӗ тесе ӳпкелешсе калаҫрӗ…
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сана ҫавӑн чух курсаттӑм пуль.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сирӗн хӗренӗре кабинетри сӗтел ҫинче курсаттӑм эпӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Икӗ сехет каялла ҫеҫ ӑна ҫамрӑк хӗрарӑм кӑкри ҫинче курсаттӑм.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
— Эпӗ малтанрах сирӗнтен урӑх ырлӑхсем курсаттӑм, — мӑкӑртатрӑм именсе.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Эпӗ мсье Вольдемара курсаттӑм ӗнтӗ, — тесе пуҫларӗ вӑл.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ ӑна халӗ ҫеҫ курсаттӑм…
Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.
— Ӗнер эпӗ ӑна коридорта курсаттӑм та, чӑннипех те хӗрача ӗнтӗ, ҫап-ҫамрӑк хӗрача.— Встретил я вчера ее в коридоре, ну, девчушка еще, совсем девчушка.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пӗррехинче, эпӗ темиҫе кун хушши шӑллӑм умлӑн-хыҫлӑнах таҫта пытанса ҫӳренине сисрӗм, унччен ӑна пахчара бамбукӑн типӗ турачӗсене пухса ҫӳренӗ чухне курсаттӑм.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
— Курасса куртӑм та ӑна, ӗнер мар, виҫӗм кун нимӗҫпе пӗрле хӑйсем патне пынине курсаттӑм.— Видеть-то видел, только не вчера, а позавчера, когда он шел к себе домой вместе с немцем.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Алӑкран тухнӑ ҫӗрте курсаттӑм эпӗ кӑвак куҫлӑхлӑ пӗр пупа, — терӗ жандармсенчен пӗри.— А я видел у выхода какого-то попа в синих очках, — заявил один полицейский.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ, ара, сана астӑватӑп-ҫке, эсӗ Сухумра пуҫлӑхпа апат пирки ятлаҫнине курсаттӑм; эпӗ ун чухнех — ку ӗҫке ярӑннӑскер пуль ӗнтӗ, питӗ харсӑрскер, терӗм…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Эпӗ мӗн пулнине ӑнланса илтӗм те (кун пеккине эпӗ пӗрре курсаттӑм), паллах, хӑраса, аяккалла сиксе ӳкрӗм; хӗрарӑм, сассине вӑрӑммӑн тӑсса, хытӑ ӳлесе ячӗ, унӑн сиксе тухас пек чарӑлнӑ куҫӗсенчен хура куҫҫуль тухса, мекӗрленнипе хӗрелнӗ пичӗ тӑрӑх юхса анчӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пӗри, салху сӑнне-питне пӑхсан, хуҫалӑха йӗркеллӗ пӑхакан ҫын пек туйӑнать те, управдом пулмалла, вӑтам ҫулхи ҫын, тепри ҫамрӑкскер, пуҫне чипер картуз тӑхӑннӑ, сӑпайскер, ӑна эпӗ домоуправленире курсаттӑм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачанни пек селӗпрех чӗлхепе вӑл Менделеевӑн паллӑ сӑмахӗсене вуласа пачӗ, ҫав сӑмахсене эп теплерен чи малтан атте хучӗсем хушшинче курсаттӑм: «Цусимӑра мӗн чухлӗ ҫухатнин вуннӑмӗш пайне те пулин полюс патне ҫитес ӗҫе панӑ пулсан, пирӗн эскадра Нимӗҫ тинӗсне те Цусимӑна кӗмесӗрех Владивостока ҫитнӗ пулӗччӗ…»
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2