Шырав
Шырав ĕçĕ:
«119) федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн уйрӑм объекчӗсен переченьне (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетнӗ) кӗртмен федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсем тӗлӗшпе историпе культура музей-заповедникӗсен тата музей комплексӗсен территорийӗсен чиккисенче вырнаҫнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсене (вӗсене Историпе культура еткерӗн федераци (пӗтӗм Раҫҫей) пӗлтерӗшлӗ объекчӗсен переченьне кӗртнӗ, перечене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн «Историпе культура еткерӗн федераци (пӗтӗм Раҫҫей) пӗлтерӗшлӗ объекчӗсен переченьне ҫирӗплетесси ҫинчен» 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи 176 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ) федерацин культура еткерӗн объекчӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен органӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе ансамбльсен е паллӑ вырӑнсен шутне кӗртни ҫинчен, ансамбль валли – ансамбль территорийӗн чиккисенче вырнаҫнӑ тата унӑн йышне кӗрекен палӑксен переченьне палӑртасси ҫинчен;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 27 от 02 апреля 2019 г.
«4) Раҫҫей Федерацийӗн Культура ҫинчен калакан саккун никӗсӗсемпе палӑртнӑ йӗрке тата условисем тӑрӑх культура организацийӗсем, вӗсем Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ тата вӗсен учредителӗсем Чӑваш Республики, муниципалитет пӗрлӗхӗсем пулса тӑраҫҫӗ (муниципалитетӑн культура организацийӗсемсӗр пуҫне – вӗсен тӗлӗшпе никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем йӗркеленӗ обществӑлла канашсем ирттереҫҫӗ), ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн тивӗҫлӗ бюджет укҫи-тенки шучӗпе культура сферинче пулӑшу ӗҫӗсем туса паракан патшалӑхӑн мар культура организацийӗсем (малалла ҫак пунктра – культура организацийӗсем) туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе йӗркелеме майсем туса парасси:
Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 30 марта 2018 г.
Аслисем хушшинче Штанашри Культура ҫурчӗн «Штаваш» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи - Николай Майоров) ҫӗнтерчӗ, иккӗмӗш вырӑна Атнарти Культура ҫурчӗн «Ҫеҫпӗл» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи - Владимир Кузьмин) тата Мӑн Этменти Культура ҫурчӗн «Россиянка» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи _ Валентина Немешкина) пайларӗҫ, виҫҫӗмӗшне - Тралькассинчи Культура ҫурчӗн «Илемпи» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи - Лилия Жукова) тата Ачкассинчи Культура ҫурчӗн «Соловушка» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи - Вера Жерженова).
Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31
Культура ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профессионаллӑ союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ В. В. Тимофеева «Чувашреспроф» организацин Хисеп грамотисемпе «Централизациленӗ клуб системи» АУ специалистне В. Г. Гибатдиновӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Элпуҫ культура ҫурчӗсен заведующийӗсене А. И. Любимовӑна, Л. В. Носовӑна Чӑваш профсоюз рескомӗн Хисеп грамотисемпе Урмаел культура ҫурчӗн заведующине И. Х. Зиатдиновӑна, Йӳҫ Шӑхаль, Хирти Сӗнтӗр культура ҫурчӗсен культорганизаторӗсене С. В. Шагаровӑпа Н. В. Шатиловӑна наградӑланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Культурӑна аталантарассипе, культурӑпа истори еткерлӗхне сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине обществӑна тимлӗрех пӑхтарас, ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫре ҫӗр-шывӑмӑрӑн культурин пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе Раҫҫейре 2014 ҫула Культура ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252
Ҫак савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрле пайлама кӑмӑл тунисем хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, халӑх пултарулӑхӗн «Трактор тӑвакансен Культура керменӗ» республика центрӗн директорӗн ҫумӗ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округӗн централизациленӗ клуб системин директорӗ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub
Вырӑнти культура ӗҫченӗсем Пушкӑртстан Республикин Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, ун ҫумне ҫирӗплетнӗ историпе культура центрӗсем, наци культура центрӗсем ҫинчен каласа панӑ.
«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021
2022 ҫулта районти пур культура учрежденийӗ те хӑйӗн ӗҫне «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗн тата Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗн тематикипе йӗркелесе пынӑ.
Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html
Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Чистай муниципаллӑ районӗн тата хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Владимировна Добронравова та пынӑ чӑвашсене культура уйӑхлӑхӗ вӗҫленнипе саламлама: «Районта сакӑр наципе культура центрӗ, ыттисенчен чӑвашсем хастарлӑхӗпе, ыркӑмӑллӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Ансамбльсен сцена культури, юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк – темиҫе сасӑпа юрлаҫҫӗ», — тесе ырларӗ.
Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc
2. Кашни ҫыннӑн культура пурнӑҫне хутшӑнма тата культура учрежденийӗсемпе усӑ курма, культура хаклӑхӗсене алла илме право пур.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ку право ҫапла пурнӑҫа кӗрсе пырать: хамӑр ҫӗршывпа тӗнче культурин государствӑпа общество фончӗсенче упранакан пуянлӑхсемпе паллашма пурне те май панипе; культурӑпа ҫутӗҫ учрежденийӗсене аталантарнипе тата вӗсене республика территорийӗнче пӗр пек вырнаҫтарса тухнипе; телевиденипе радиона, кӗнеке тата хаҫат-журнал кӑларас ӗҫе, тӳлевсӗр уса курмалли библиотекӑсене аталантарнипе; урӑх государствӑсемпе культура енӗпе тытакан ҫыхӑнусене сарса пынипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ҫӗнӗ культура учрежденийӗсене хута яратпӑр, пуррисен сӑн-сӑпатне улӑштаратпӑр, вӗсен коллективӗсене пулӑшмалли мелсене палӑртатпӑр, халӑх искусствин ят-сумне ӳстермелли, культура пуянлӑхне, археологи, истори, культура палӑкӗсене упраса, республикӑра пурӑнакан халӑхсен хӑйне евӗрлӗхне, этнокультура нумай енлӗхне сыхласа хӑвармалли проектсене пурнӑҫа кӗртетпӗр.
Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/25/glava-chu ... aet-c-dnem
культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хакланин результачӗсем ҫинчен пырса кӗнӗ информацие Раҫҫей Федерацийӗн Культура ҫинчен калакан саккун никӗсӗсемпе палӑртнӑ срокра пӑхса тухасси тата культура организацийӗсен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас енӗпе мерӑсем йышӑннӑ чухне тата вӗсен ертӳҫисен ӗҫ-хӗлне хакланӑ чухне ӑна шута илесси;
Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 30 марта 2018 г.
3. Культура еткерӗн хуҫасӑр, е хуҫи паллӑ мар, е хуҫи харпӑрлӑх правипе усӑ курман объекчӗсем ҫине (федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн уйрӑм объекчӗсемсӗр пуҫне, вӗсен переченьне Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетет) информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтарас ӗҫе республикӑн культура еткерӗн объекчӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен органӗ тӑвать.»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 27 от 02 апреля 2019 г.
Культура ҫуртне юсама хӑйсен тӳпине хывнисене, культура пурнӑҫӗнче активлӑхпа палӑрса тӑракансене район администрацийӗн, культура пайӗн Тав ҫырӑвӗсене парса чысларӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n
Патреккелти халӑх хорӗн /ертӳҫи - Г. Борисов/, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» /ертӳҫи - И. Шурбин/, Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» ансамбль /ертӳҫи - А.Краснова/, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗн /ертӳҫи - В.Доброхотов/ коллективӗсене, ҫавӑн пекех историпе тӑван тавралӑх музейӗн /ертӳҫи С.Голубева/ тата районти культура ӗҫченӗсене пултарулӑх ӗҫӗнче малашне ӑнӑҫусем сунатӑп.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. Хӑйӗн йӑли-йӗркипе, пултарулӑхӗпе вӑл ачасене те аслисене те ваттисене те пӗрлештерет. Уяв тӗллевӗ — пирӗн мӑн асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр хушшинче туптаса хӑварнӑ авалхи чӑваш культуринче упранса юлнӑ пахалӑха упраса хӑварасси. Ку вӑл тункатана пуҫ ҫапнине тавӑрни мар, ку вӑл пирӗн истори, пирӗн культура, пирӗн пурнӑҫ».
«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html
Ачасене саламлама тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа пама проект координаторӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, унпа пӗрле Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн, чӑвашсен Мускаври наци культура автономийӗн, ҫавӑн пекех Мускав хулинчи чӑвашсен культурин обществин членӗсем килнӗ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Сӑмах май, 2014 ҫулта халӑх культурине упраса хӑварас, йӑла-йӗркене аталантарас, ачасене, аслӑ ӑрурисене тӑван тата тӗнче культурипе ҫывӑхлатас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн культура учрежденине Раҫҫей Президенчӗн 100 пин тенкӗлӗх грантне панӑ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№