Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон № 27 от 02 апреля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.03 18:44

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 426

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Культура

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 10 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2005, 62 №; 2006, 69 №; 2008, 75, 77 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2015, 6 №; 2016, 3, 6 №-сем; 2017, 4 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 31 статьяна ҫакӑн пек ҫырса 119-мӗш пункт хушса хурас:

«119) федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн уйрӑм объекчӗсен переченьне (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетнӗ) кӗртмен федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсем тӗлӗшпе историпе культура музей-заповедникӗсен тата музей комплексӗсен территорийӗсен чиккисенче вырнаҫнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсене (вӗсене Историпе культура еткерӗн федераци (пӗтӗм Раҫҫей) пӗлтерӗшлӗ объекчӗсен переченьне кӗртнӗ, перечене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн «Историпе культура еткерӗн федераци (пӗтӗм Раҫҫей) пӗлтерӗшлӗ объекчӗсен переченьне ҫирӗплетесси ҫинчен» 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи 176 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ) федерацин культура еткерӗн объекчӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен органӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе ансамбльсен е паллӑ вырӑнсен шутне кӗртни ҫинчен, ансамбль валли – ансамбль территорийӗн чиккисенче вырнаҫнӑ тата унӑн йышне кӗрекен палӑксен переченьне палӑртасси ҫинчен; паллӑ вырӑн валли – паллӑ вырӑн территорийӗн чиккисенче вырнаҫнӑ тата унӑн йышне кӗрекен палӑксен тата (е) ансамбльсен переченьне палӑртасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫирӗплетесси;»;

2) 9 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«9 статья. Культура еткерӗн объекчӗсем ҫине информаци йӗркипе ҫырса хунисем тата паллӑсем

1. Реестра кӗртнӗ регион (республика) пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн объекчӗсем ҫине культура еткерӗн объекчӗ ҫинчен информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене (малалла – информаци йӗркипе ҫырса хунисем тата паллӑсем) вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хураҫҫӗ.

Тупса палӑртнӑ культура еткерӗн объекчӗсем, археологи еткерӗн объекчӗсем, паллӑ вырӑнсем, ҫавӑн пекех культура еткерӗн вилнисене уйрӑммӑн пытарнӑ вырӑнсем, некропольсем шутланакан объектсем ҫине информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтармаҫҫӗ.

2. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн культура еткерӗн объекчӗсем ҫине информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтармалли йӗркене, информаци йӗркипе ҫавнашкал ҫырса хунисен тата паллӑсен содержанине, ҫавӑн пекех информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтармалли проектсен тытӑмӗ тата содержанийӗ тӗлӗшпе палӑртакан требованисене (вӗсем ҫавнашкал вырнаҫтарас ӗҫе тумалли сӑлтавсем шутланаҫҫӗ) Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртать.

3. Культура еткерӗн хуҫасӑр, е хуҫи паллӑ мар, е хуҫи харпӑрлӑх правипе усӑ курман объекчӗсем ҫине (федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн уйрӑм объекчӗсемсӗр пуҫне, вӗсен переченьне Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетет) информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтарас ӗҫе республикӑн культура еткерӗн объекчӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен органӗ тӑвать.»;

3) 161 статьяна ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас:

«11. Тупса палӑртнӑ культура еткерӗн объекчӗсем, археологи еткерӗн объекчӗсем, паллӑ вырӑнсем, ҫавӑн пекех культура еткерӗн вилнисене уйрӑммӑн пытарнӑ вырӑнсем, некропольсем шутланакан объектсем тӗлӗшпе хурал тивӗҫӗсене ҫирӗплетмеҫҫӗ.

Паллӑ вырӑнсен территорийӗсен чиккисенче вырнаҫнӑ палӑксем тата ансамбльсем тӗлӗшпе хурал тивӗҫӗсене ҫирӗплетеҫҫӗ.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех