Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культура сăмах пирĕн базăра пур.
культура (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: наци культурисем пӗр пӗтӗм культура пулас енне ҫывхарса пыраҫҫӗ пулсан, наци чӗлхисем те пӗр пӗтӗм чӗлхе пулас еннелле ҫывхарса пымалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тӗл пулура Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Культурӑсен диалогӗ» ҫамрӑксен лагерьне ирттересси пирки калаҫнӑ, республикӑра чӑваш наци политикине пурнӑҫа кӗртес, Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш общество организацийӗсене пӗрлештерекен Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономине тата чӑваш наци диаспорине пулӑшмалли мерӑсене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Акатуй» Мускавра иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b5%d1%82/

Наци библиотеки хӑйӗн культурӑпа ҫутӗҫ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа кӗнеке вулассине анлӑ сарас ӗҫре ӑслӑлӑхпа культура учрежденийӗсен, творчествӑлла союзсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен вӑйӗсене пӗрлештерет.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Вӗсене чӑваш культурине аталантарас енӗпе чылай ӗҫ тунӑшӑн Асанкасси культура ҫурчӗн культорганизаторӗ И. И. Карпова, заведующийӗ Е. А. Маштанова, «Централизациленӗ клуб системи» АУ халӑх театрӗн режиссерӗ М. П. Шумилкина тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Округри ЗАГС пайӗн начальникӗ О. В. Федотова культура ӗҫченӗсем ҫемье институтне упрас, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тесе те тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна, культорганизаторӗсене В. П. Михайловпа А. Д. Родионовӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ял библиотекарьне Г. Н. Родионовӑна, «Финанс тата хуҫалӑх пулӑшӑвӗ» МКУ ӗҫченне А. Н. Евсеевӑна Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Муниципаллӑ округӑн культура тата архив ӗҫӗсен секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М. А. Кокорева хӑй сӑмахӗнче культура ӗҫченӗсем вырӑнта тӑтӑшах пысӑк уявсем, паллӑ кунсем тӗлне тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшни пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл республикӑри халӑх творчествин центрӗн Хисеп грамотисене Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна тата Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна панӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Канашри муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов кермен евӗр илемлӗ культура ҫуртне Юмансар ялӗнче тума май килнишӗн республика ертӳлӗхне тав сӑмахӗ каларӗ, культура учрежденине ял халӑхне тӑтӑшах концертсемпе савӑнтарма музыка инструменчӗ парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/

Ҫутӑ та капӑр зала пуҫтарӑннӑ халӑха Чӑваш Республикин культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова та саламларӗ, культура ӗҫченӗсене профессие чунпа парӑннӑшӑн, пысӑк ӑсталӑхшӑн тата тапса тӑракан вӑй-халшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/

Пӗлтӗр «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн Енӗш Нӑрвашри культура ҫуртне 12,5 млн тенкӗлӗх юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе консультаци пунктне уҫнӑ, облаҫри культура министерстви ҫумӗнче чӑваш культурин центрне йӗркеленӗ, XIX ӗмӗрте И.Яковлев тутарнӑ хулари православи чиркӗвне хута янӑ, чӑвашсен наци-культура автономине туса хунӑ, Кивӗ Эйпеҫре А.Рекеева асӑнса палӑк лартнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Олег Николаевич Мустаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Елчӗкри информаципе культура центрӗнче малтан районти культура ӗҫченӗсен пӗтӗмлетӳллӗ канашлӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

«Вырӑнти культура ҫурчӗ» проектпа ирнӗ 5 ҫулта Ҫӗньялти, Именкассинчи, Кивӗ Катекри, Кӗҫӗн Арапуҫӗнчи, Тикешри, Красномайскинчи, Чӑваш Ишекӗнчи культура ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура: «…кӑҫалтан тытӑнса эпир ҫулсерен ялти пиллӗкрен кая мар ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тумалли 5 ҫуллӑх строительстви хута кайни тата 10-ран кая мар клуба тӗпрен юсасси, модуль мелӗпе тӑвакан клуб йышши культура учрежденийӗсем тӑвасси ҫинчен пӗлтеретпӗр», - тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ирина ЛЯКОВА, Сителти культура ҫурчӗн культура организаторӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Территори пайӗнче культура вучахӗсем иккӗ: Анат Тӑрмӑшри культура ҫурчӗ тата Ҫӗньялти клуб (ертӳҫисем - Н. Квасова тата Ю.Езюков), икӗ вулавӑш (заведующийӗсем В. Нестерова тата С. Шагарова).

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Ялти культура ҫурчӗсем — ял ҫыннисен культура центрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Культура министрӗн Светлана Каликован шухӑшӗпе, туризм индустрийӗ валли кадрсем хатӗрлекен тӗп площадка Чӑваш культура тата искусствӑсен институчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова.

В солидном составе — Светлана Акшарова, библиотекарь из Малых Кармалов Ибресинского района, преподаватель Чебоксарская детская музыкальная школа № 3 Анна Апатина, главный библиотекарь отдела художественной литературы и искусств Национальной библиотеки Чувашии Вера Архипова, художественный руководитель Дома культуры Сюндюково Мариинско-Посадского района Анна Николаева, художественный руководитель ансамбля «Ҫӑлкуҫ» Чебоксарского агрегатного завода Александр Павлов, заведующая отделом Чувашская республиканская специальная библиотека имени Л.Н. Толстого Ольга Соколова, руководитель народного драматического театра Алатырского городского Дворца культуры Галина Сурова.

Тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33504.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех