Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культура сăмах пирĕн базăра пур.
культура (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӑн 23-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче Чӑваш АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне тата тава тивӗҫлӗ учительне Алексей Дмитриевич Мокина халалланӑ «Ташша яра пар!» фестиваль-конкурс иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Пӗлтӗр кӑна хамӑр территорире икӗ культура ҫуртне хута ятӑмӑр, чылай культура ҫуртне юсаса ҫӗнетрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗм ҫулӗпе – пысӑк тӗллевсем патне // А. Ильин. http://avangard-21.ru/gazeta/12432-s-m-u ... vsem-patne

Ҫак кунсенче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, РФ Писательсен союзӗн членӗ, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Алексей Леонтьев И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмӗн преподавателӗсемпе тата студенчӗсемпе тӗл пулчӗ.

В эти дни Алексей Леонтьев, директор Издательского дома "Новости" - главный редактор, член союза писателей РФ, заслуженный работник культуры РФ, встретился с преподавателями и студентами отделения чувашской филологии и культуры Чувашского государственного университета имени И.Н.Ульянова.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Ҫав ҫулсене Культура ҫурчӗн директорӗ-кану центрӗн менеджерӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ку тытӑмра 35 ҫул тӑрӑшакан В. Петрова питех те аван астӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

– Районта 31 культура учрежденийӗ – 16 культурӑпа кану учрежденийӗ, 13 поселени библиотеки, 2 музей ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Пӗр тапхӑр Чӑваш патшалӑх культура институчӗн культура факультечӗн деканӗнче вӑй хунӑ.

Некоторое время работал деканом факультета культуры Чувашского государственного института культуры.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Старостӑсемпе депутатсем умӗнче ялсемпе экономика обӑекчӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхне йӗркелессипе ял активӗпе пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки патшалӑх пушар хуралӗн районти уйрӑмӗн тата Красноармейскинчи 32-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗсем Б. Н. Федотовпа М. Н. Арсентьев, Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Указӗ хамӑр тӑрӑхра епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Ҫакна шута илсе ӑна СССР культура министерствипе культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Тӗп Комитечӗ «Отличник культурного шефства над селом» кӑкӑр паллипе хавхалантарнӑччӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Форума хутшӑнакансемпе хӑнисем пирӗн культурӑпа, йӑла-йӗркепе паллашма, тутар халӑхӗн Сабантуй уявне хутшӑнма пултарнишӗн те савӑнатпӑр, вӑл паянхи кун халӑхсем тата нацисем хушшинчи пӗлтерӗше йышӑнать, ӑна тӗнчен 14 ҫӗршывӗнче уявлаҫҫӗ, ЮНЕСКОн материаллӑ мар эткерлӗхӗн шедеврӗсен списокне кӗртме палӑртнӑ, – пӗтӗмлетсе каларӗ Тутарстан Президенчӗ. – Сирӗн ӗҫӗр этемлӗхӗн пуян историйӗпе культура эткерлӗхне упраса аталантарассинче пысӑк витӗм парасса шанатӑп».

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

21-шер общежити тата ача сачӗ, пӗр тата икӗ пӳлӗмлӗ 3 пин хваттер, 7 вӑтам шкул, «Шупашкар», «Улӑп», «1000 мелочей», «Искорка» суту-илӳ центрӗсем, пасар, йӑла ҫурчӗ, мунча, профилактори, «Белые камни» пионер лагерӗ, «Туслӑх» хӑна ҫурчӗ, кунне 600 ҫынна йышӑнакан стационарлӑ медсанчаҫ, 2 поликлиника, ачасен медцентрӗ, 3 профтехучилище, машина тӑвакансен техникумӗ, трактор тӑвакансен культура тата «Прометей» кану ҫурчӗсем, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑн ытти объекчӗ тунӑ, Ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗ ҫӗкленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«ЧР культура министерстви Раҫҫей культура министерствипе килӗшӳ тунипе кӑҫал республикӑна 182 млн тенкӗ килнӗ», – палӑртса хӑварчӗ министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Культура министрӗ шухӑшӗпе ҫак ӗҫе халех тумасан пирӗн патшалахра культура аталанаймӗ, пӗтӗм ӗҫ харама кайӗ.

По мнению министра культуры, если эту работу не сделать в настоящее время, то в нашем государстве не сможет развиться культура, вся работа пойдет впустую.

Владимир Мединский вырӑнти чӗлхесене сахалрах вӗрентме сӗннӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12846.html

Ҫав шутра пирӗн районтан харӑсах 3 пултарулӑх коллективӗ - Патреккелти халӑх хорӗ, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» коллектив тата Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» пултарулӑх коллективӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне хутшӑнма тивӗҫлӗ пулни, историпе тӑван тавралӑх музейӗ этнокультура ҫуртне йӗркелеме пултарни Елчӗк районӗн ят-сумне тата ҫӳлерех ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Фестиваль республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасене наци культурисен илемӗпе пуянлӑхне курма, пултарулӑх коллективӗсен культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарма, ҫӗршывӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма пулӑшать.

Фестиваль помогает увидеть жителям республики и ее гостям красоту и богатство национальных культур, развивать культурные связи творческих коллективов, сохранить богатство культурного разнообразия.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткин, Карачаево-Черкесси тата Ҫурҫӗр Осети-Алани халӑх артисткин, прима-балеринӑн Анастасия Волочковӑн майӑн 16-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртнӗ пӗртен-пӗр концерчӗ те «Культура ӗҫченӗсем – Хусан ачисене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ шайӗнче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Чӑваш тумӗн уявне РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Федерацин Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ А.Аксаков, ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ Н.Дмитриева, искусствоведени докторӗ, академик А.Трофимов, ЧР экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министрӗн ҫумӗ А.Быченков, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерствин нацисен тата конфесси хутшӑнӑвӗсен секторӗн пуҫлӑхӗ В.Афанасьева хутшӑнчӗҫ.

На празднике чувашской национальной одежды участвовали депутат Государственной Думы РФ, председатель Чувашской национальной и культурной автономии Федерации А.Аксаков, глава отдела министерства Образования и молодежной политики ЧР Н.Дмитриева, доктор искусствоведения, академик А.Трофимов, заместитель министра экономического развития и торговли А.Быченков, глава сектора по конфессиональным отношениям министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела В.Афанасьева.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Фестиваль республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасене наци культурисен илемӗпе пуянлӑхне курма май пачӗ, пултарулӑх коллективӗсен культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарма, ҫӗршывӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма пулӑшрӗ.

Фестиваль дал возможность жителям и гостям республики лицезреть красоту национальных культур, помочь развивать культурные связи самодеятельных коллективов, сохранить душевное богатство страны.

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

ПР Чӑваш культура обществи пуҫарса янӑ А.Г.Николаев ячӗллӗ ветерансен пӗрлешӗвӗн председателӗ В.Л.Попов юлашки икӗ ҫул хушшинче сахал мар мероприяти ирттерме пулӑшнӑ М.В.Гордеев курӑкҫа тата Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председательне В.Ф.Иванова Хисеп паллисемпе чысларӗ.

Председатель объединения ветеранов имени А.Г.Николаева, организованное чувашским культурным обществом РБ, В.Л.Попов наградил травника М.В.Гордеева и председателя чувашской национальной культурной автономии города Уфы В.Ф.Иванова Почетными знаками за помощь в организации мероприятий, проводимых за последние два года.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Сумлӑ хӑнасен шутӗнче ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗн ҫумӗ Юмабике Ильясова, ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Вадим Антонов, ПР Культура министерствин тӗп специалисчӗ Артур Каримов, ПР Чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Виталий Викторов тата ыт. те. пулчӗҫ.

В числе почетных гостей были: заместитель председателя Государственного Собрания - Курултая РБ Юмабике Ильясова, работник администрации Главы РБ Вадим Антонов, главный специалист министерства культуры РБ Артур Каримов, председатель Чувашской национальной и культурной автономии Виталий Викторов и многие другие.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех