Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Кирек мӗнле ҫурта кӗрсен те чи малтан: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле!» тейӗр; 6. унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна; пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Уяв кунӗсем иртсен вӗсем киле кайма ҫула тухнӑ, Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнӑ; Иосифпа Унӑн Амӑшӗ ҫакна асӑрхаман: 44. вӗсем Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӗрарӑм киле таврӑннӑ ҫӗре ӗнтӗ ӑшӗнчен усал тухнӑ хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнӑ.30. И, придя в свой дом, она нашла, что бес вышел и дочь лежит на постели.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата каланӑ вӗсене: эсир хӑш киле кӗретӗр, ҫав вырӑнтан кайиччен унтах пурӑнӑр.10. И сказал им: если где войдете в дом, оставайтесь в нем, доколе не выйдете из того места.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Халӑха киле ярсан, Иисус кимӗ ҫине ларса Магдала ҫӗрне ҫитнӗ.39. И, отпустив народ, Он вошел в лодку и прибыл в пределы Магдалинские.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.23. И, отпустив народ, Он взошел на гору помолиться наедине; и вечером оставался там один.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑй халӑха киле янӑ хушӑра Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар, 19. ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ Израиле сипленӗ чухне Ефремӗн тӗрӗсмарлӑхӗ курӑнчӗ, Самари усаллӑхӗ палӑрчӗ: вӗсем суйса-улталаса пурӑнаҫҫӗ; киле вӑрӑ кӗрет, урамра хурах ҫаратать.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсем вара, ӑна курасчӗ тесе, кулленех вӑрттӑн сыхласа ҫӳренӗ, ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: 13. киле каяр, халь — апатланмалли вӑхӑт, тенӗ; вара, пахчаран тухса, тӗрлӗ еннелле уйӑрӑлса кайнӑ, 14. унтан, каялла таврӑнса, ҫав вырӑнах пырса тухнӑ; вара, пӗр-пӗринчен пӑвӑртса, хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ыйтса пӗлнӗ, хӑйсен аскӑн шухӑшне пӗлтернӗ, ӗнтӗ Сусаннӑна пӗччен чухне тупма май килекен вӑхӑта палӑртнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Сана куракансем сана тӗсесех пӑхаҫҫӗ, сан ҫинчен ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: «ҫӗре чӗтретнӗ, патшалӑхсене кисретнӗ, тӗнчене пушхире кӑларнӑ, унӑн хулисене аркатнӑ, тыткӑнри ҫыннисене киле яман этем ҫакӑ-ши вӑл?» тееҫҫӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Айванӑн ури ют киле васкать, пурӑнӑҫ курнӑ ҫын ыттисенчен именет; 26. ӑссӑр-тӑнсӑрри ҫын алӑкӗнчен шалалла пӑхать, этеплӗ этем тулашӗнче чарӑнса тӑрать; 27. ҫын алӑкӗ патӗнче итлесе тӑни — ирсӗрлӗх, ҫавнашкал намӑссӑрла хӑтланни ырӑ ҫынна кулянтарать.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чурана ачаранах ачаш пӑхса ӳстерсессӗн, пурӑна киле вӑл санӑн ывӑлу пулас тейӗ.21. Если с детства воспитывать раба в неге, то впоследствии он захочет быть сыном.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав арӑм яш ачана ярса тытрӗ, чуптуса пӗтерчӗ, вӑл — кӗҫҫе пит — ҫапла каларӗ ӑна: 14. «эпӗ канӑҫлӑх парни кӳтӗм: паян эпӗ хам сӑмах панине туса ҫитертӗм; 15. ҫавӑнпах сана хирӗҫ тухрӑм, шыраса тупас терӗм, акӑ — тупрӑм сана; 16. выртас вырӑнӑма вителӗкпе, тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттипе — Египет таварӗпе — капӑрлатрӑм; 17. ҫывӑрмалли пӳлӗме смирна, алоэ тата корица сапса ырӑ шӑршӑ сартӑм; 18. кӗр ман патӑма, мӗн ирччен савӑшса киленӗпӗр, тӑраниччен юратупа савӑнӑпӑр; 19. упӑшкам килте ҫук: инҫе ҫула тухса кайнӑ; 20. хӑйпе пӗр енчӗк кӗмӗл илчӗ; киле уйӑх тулнӑ тӗле таврӑнать» терӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла, Эсӗ мана вилӗм патне илсе ҫитерессе, мӗнпур пурӑнаканӗ пуҫтарӑнакан киле ҫитерессе пӗлетӗп.23. Так, я знаю, что Ты приведешь меня к смерти и в дом собрания всех живущих.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Киле ҫитсен вара тусӗсене тата арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, чӗнме хушнӑ.А когда пришел в дом свой, то послал позвать друзей своих и Зерешь, жену свою.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Рагуил мана: «туй кунӗсем иртиччен киле каймастӑп» тесе тупа тутарчӗ; 4. аттем вара кашни кунах мана кӗтет, эпӗ ҫапла вӑрахласан, вӑл питех те хуйхӑрӗ, тенӗ.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Киле таврӑнсан ҫӑвӑнтӑм та ҫиес ҫӑкӑрӑма хурланса та хуйхӑрса ҫирӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.