Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнана каяс-тӑвас пулсан яланах: «Атя киле», — тесе аннене алӑран туртнӑ имӗш эпӗ.

Как будто бы в гостях я всегда тянула ее за руку говоря: "Айда домой".

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

2-3-мӗш класра вӗреннӗ чух мана киле апат пӗҫерме хӑваратчӗҫ.

Во 2-3 классах меня оставляли дома готовить еду.

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Уроксене тӗплӗн хатӗрленет, киле парса янӑ ӗҫсене пурнӑҫламасӑр шкула кайни нихӑҫан та пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

— Атте, эсӗ киле кай ӗнтӗ, — терӗ Гурий ӑсатма пынӑ ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Суя аппу патне янӑ икӗ ҫырӑвна, киле янине илсе вуларӑмӑр, ывӑлӑм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хуть аттен тӗлӗкре ҫӗлӗкӗ ҫӗтӗлнӗ пулсан та эп ютран киле таврӑнатӑпах.»

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эсӗ кайса,тӑшмана ҫӗнтерсе, аҫу-аннӳ виличчен тӑван киле таврӑнсамччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Киле кайнӑ чухне Валяпа Катюк малашнехи ҫутӑ пуласлӑх ҫинчен калаҫса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӑнтӑрла енне тин киле ҫитрӗ арҫын.

Только к обеду вернулся мужчина домой.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кӑнтӑрла енне тин киле ҫитрӗ арҫын.

Домой мужчина добрался только к обеду.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Киле кайнӑ ӗнтӗ вӑл», — хӑйпе хӑй калаҫрӗ арҫын.

"Домой она ушла", - сам себе сказал мужчина.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Киле кайнӑ ӗнтӗ вӑл», — хӑйпе хӑй калаҫрӗ арҫын.

"Наверное, она ушла домой", - поговорил мужчина сам с собой.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Килте арӑмпа пепке кӗтнӗ е упӑшка ӗҫлеме кайнӑ чухне тус-юлташпа ӗҫсе-савӑнса ҫӳреме юратакан, ташӑ каҫӗсене ҫитме кӑмӑллакан, каҫхине киле пач таврӑнмасӑр ҫӳреме хал ҫитерекен упӑшка-арӑма «лайӑх» тесе епле мухтӑн-ха?

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Киле таврӑнса та курман ҫав, арӑм пӗлсех ятлать мана халь, — иртнӗ кунсене куҫӗ умне кӑларать Валериан Семенович.

Домой и не возвращался, жена правильно ругает меня сейчас, - представляет прошедшие дни Валериан Семенович.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Киле ҫурҫӗр иртсен таврӑннӑ та ирхи 4-5 сехетре тухса кайнӑ.

Домой возвращался после полуночи и в 4-5 часов утра уходил.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Юрататӑп эпӗ хамӑн тӑван яла, тӑван киле, тӑван уй-хире, улӑха, ҫарана.

Люблю я свою родную деревню, родной дом, родные поля, долины, луга.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хам кирек ӑҫта ҫитсе тухсан та, кун ҫути кӑтартнӑ ялӑма, тӑван киле ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытатӑп, тулли кӑмӑлпа юратса, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса пыма тӑрӑшатӑп.

Куда бы меня не занесло, вечно буду помнить показавшую белый свет деревню, родной дом, буду стараться помогать по мере своих сил.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ир пуҫласа каҫчен ӗҫленӗрен Валерика садикрен киле илсе каяймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Иртнӗ кӗркунне пуҫламӑ-шӗнче паллӑ журналист, публицист, «Эрмитажпа» кӑсӑкланакансен Италири фончӗн президенчӗ Франческо Битацци киле шӑнкӑравларӗ.

В начале осени прошлого года известный журналист, публицист, президент итальянского фонда интересующихся "Эрмитажем" Франческо Битацци позвонил домой.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Киле ҫитеймесӗр уйра ҫӗр каҫни те пулнӑ.

Было когда ночевала в поле из-за того не могла добираться домой.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех