Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр ҫуркунне ҫитсен, эпир хамӑрӑн кайӑк кӑвакалсем валли подвалта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япаласенчен шурлӑхри пек тӗмсем купаларӑмӑр та, ҫав тӗмсем ҫине йӑвасем турӑмӑр.
«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.
Темиҫе соуса пӗрле хутӑштарса ҫисен те аван, анчах унта каперспа симӗс курӑк таврашӗ ан пултӑр вара; ҫиме панӑ апатсенчен ҫӑкӑр ҫемҫинчен тунӑ йӑвасем пек начарри ҫук та пулас.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӑнтӑр еннелле тухакан пысӑк чӳречесенчен пайӑркан-пайӑркан хӗвел ҫути ӳксе, лутра та вӑрӑм витене ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ, йӑвасем патне пухӑннӑ шурӑ чӑхсен ҫурӑмӗсемпе мӑйӗсем симӗссӗн йӑлтӑртатнӑ.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӑх сарайӗнче стена тӑрӑх ӗречӗ-ӗречӗпе, театрти ложӑсем пек, улӑм йӑвасем ҫакса тухнӑ, кунта чӑхсем кӗрсе тухнӑ та.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫурт хыҫӗнче, тӗссӗр кӑвак хӳме евӗрлӗн, ҫаралса юлнӑ тирексем тата вӗҫсе кайнӑ кураксем хӑмӑр ҫӗлӗк евӗр йӑвасем ҫавӑрса хӑварнӑ пахча йӑмрисем курӑнаҫҫӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Вӑрман тӑрӑхӗсенчи йывӑҫсене халӗ хальчченхи пек, пӗрерӗн-пӗрерӗн лартмаҫҫӗ, вӑрманта ӳсекен йывӑҫсен тӗп йӑхӗсен (юманӑн, хӑйӑр ҫинче — хырӑн) йӑррисене тӳрех пулас вӑрман тӑрӑхне пӗчӗкшер йӑвасем туса акаҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑрҫӑ пуҫлансан, хура кӗркунне, пушанса юлнӑ пӳртӗн чӳречи хупписене хӑмапа хӗреслесе ҫапсан, утрава кураксем нумай вӗҫсе пынӑ: вӗсем кӑранклатса ҫуйхашнӑ, тӗксӗм те кичем тӳпене хура пӗлӗт пек хупӑрласа илнӗ, аялта, ҫаралма ӗлкӗрнӗ йывӑҫсем ҫинче хура пӑнчӑ пек йӑвасем шакӑр курӑннӑ…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темӗнле пысӑк вӗҫен кайӑксем ҫак йывӑҫсем ҫинчи йӑвасем тавра ҫуйхашса явӑнса ҫӳреҫҫӗ.Какие-то большие птицы с визгом вились около гнезд этих деревьев.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсем ҫӳллӗ мар йывӑҫсем ҫинче йӑвасем ҫавӑратчӗҫ, чӗпӗсем кӑларатчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӳҫӗ ҫине тинӗс ҫыранӗ хӗрринче йӑвасем туса пурӑнакан питех те илемлӗ кайӑксен тӗкӗсене тӑрӑнтарса лартсан, вӑл пушшех индеец пек пулса тӑнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫул ҫине эп ӑна йӑвасем пӗҫерсе ятӑм.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ринур ҫӳллӗ хыр тӑрӑх вӗренпе хӑпарма темиҫе ҫул каяллах вӗреннӗ, — пӗлтерчӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.Исаков. — Ҫавӑнпа йӑвасем патне ҫитме йывӑр пулмарӗ.
Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
- 1
- 2