Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫсем (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа-ши халӗ йӗри-таврари ҫырма-ҫатрасенче ӳсекен йывӑҫсем хӑрса ӳксен те вӗсене вутӑлӑх тасатакан сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫуркунне «Вӗҫенкайӑк кунне» ирттернӗ, ачасем хӑйсен аллипе шӑнкӑрч йӑвисем тунӑ, вӗсене пурте пӗрле пухӑнса, савӑнса, сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа йывӑҫсем ҫине ҫакса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Станцисенче йывӑҫсем мӗншӗн хӑрнине тӗпчемелли оборудованисемпе тивӗҫтернӗ, лабораторисем тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешмелли ҫӗнӗ мелсем шыранӑ, чирлӗ вӑрман ҫине самолетсемпе усӑ курса препаратсем сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Малалла вара вӑл тӗлӗнмелле япала курнӑ: йывӑҫсем хушшинчен пысӑках мар юланутлӑ отряд тухнӑ, ҫамрӑкран инҫе те мар иртсе уҫланкӑн тепӗр енче ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ентешлӗх ҫыннисем лартса хӑварнӑ йывӑҫсем наци туслӑхне ҫирӗплетсе, вӑйлатса ӗмӗр-ӗмӗр кашлӗҫ...

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Мӗнле йывӑҫсем хӑвата туртса илеҫҫӗ?

Какие деревья забирают энергию?

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Каласа хӑварар, хӑш-пӗр йывӑҫсем пурне те тенӗ пекех пулӑшаҫҫӗ, тӗслӗхрен, юман.

Надо сказать, некоторые деревья могут помочь почти всем, например, дуб.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Йывӑҫсем чӑнах та чирлӗ ҫынна сыватма пултараҫҫӗ иккен.

Оказывается деревья и на самом деле могут лечить больного человека.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Йывӑҫсем пӗчӗк ача пекех – вӗсене шӑвармалла, выльӑх кӗрсе таптасран карта тытмалла, курӑкне ҫулмалла...

Деревья, как малые дети, – их надо поливать, оградить, чтобы не ломали животные, скашивать траву...

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Темиҫе ҫул каялла тавралӑха илем кӳрекен чечексем пӑрпа витӗнни, йывӑҫсем авӑнса хуҫӑлни асрах.

У всех на памяти тот год, когда цветы, украшавшие природу, покрылись льдом, ломались деревья.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

«Юлашки вӑхӑтра Кутемерти авалхи юман ҫинчен материалсем пухрӑмӑр, унӑн кун-ҫулне тӗпчерӗмӗр. Ку юман пирки Петр Осипов та нумай ҫырнӑ. Ҫав вырӑнта ҫӗнӗ йывӑҫсем лартма палӑртаҫҫӗ ҫыравҫӑсем. Унччен маларах Энтри Пасар тата Шӑмалӑх ялӗсенчи ҫӑлсене тӗпченӗччӗ. Пирӗн таврара ӳсекен курӑксене сӑнасах тӑратпӑр», — ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ клуб ертӳҫи Л.Шикарева.

"В последнее время собирали материалы о вековом дубе из Кудемеры, исследовали его жизнь. Про этот дуб и Петр Осипов много писал. На том месте писатели планируют посадить новые деревья. До этого исследовали колодцы деревень Андреево-Базары и Шамалы. Наблюдаем за растениями нашего края", - познакомила работой руководитель клуба Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Йывӑҫсем лартма та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

20-30 ҫул каяллах ӳсекен йывӑҫсем сӑмах ӑсти пирӗн чӗрере яланах упраннине, сӑввисем кашни юбилейӗнче янӑранине пашалтатса иртен-ҫӳрене пуҫ таяҫҫё.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Ҫак йывӑҫсем вара ҫут тӗнчене ҫӗнӗрен килекен ӑрӑва туслӑха упрамалли ҫинчен асӑрхаттарса кашлӗҫ те кашлӗҫ...

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ӳлӗмрен республикӑн тӗп хулинче ентешлӗхсен туслӑхне вӑй парса тӑракан йывӑҫсем ӳсӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Малашне ҫак йывӑҫсем вӑй илсе ӳссе ешерессе шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Унти ҫӳллӗ йывӑҫсем айӗнче ҫунакан япаласем ытларах пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмансем ан ҫунччӑр // А.СИМУКОВ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Йывӑҫсем, тӗмсем, типӗ ҫулҫӑсем те кашни ҫулах ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмансем ан ҫунччӑр // А.СИМУКОВ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вӗсем — ҫил хӑваласа ҫӳрекен шывсӑр пӗлӗтсем; ҫимӗҫ кӳмен, икӗ хут хӑрнӑ, кӗркунне кӑларса пӑрахмалли йывӑҫсем; 13. вӗсем — ирсӗрлӗхпе кӑпӑкланакан хаяр тинӗс хумӗсем; вӗсем — аташса ҫӳрекен ҫӑлтӑрсем: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗмлӗх хатӗр тӑрать.

Это безводные облака, носимые ветром; осенние деревья, бесплодные, дважды умершие, исторгнутые; 13. свирепые морские волны, пенящиеся срамотами своими; звезды блуждающие, которым блюдется мрак тьмы на веки.

Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынсене куратӑп, вӗсем йывӑҫсем пек, анчах та вӗсем ҫӳреҫҫӗ, тенӗ.

24. Он, взглянув, сказал: вижу проходящих людей, как деревья.

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех