Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енче сăмах пирĕн базăра пур.
енче (тĕпĕ: енче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Анӑҫ енче — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли вунӑ юпа, вӗсене лартма вунӑ тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.

12. И с западной стороны - завесы в пятьдесят локтей, столбов для них десять и подножий к ним десять; крючки у столбов и связи их из серебра.

Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫурҫӗр енче — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑсем; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.

11. И по северной стороне - завесы во сто локтей; столбов для них двадцать и подножий к ним двадцать медных; крючки у столбов и связи их из серебра.

Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Лайӑх якатса таса ылтӑнран пӗчӗкҫӗ ҫутанкка ту, пичет ҫине касса ҫырнӑ пек, ун ҫине «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» тесе касса ҫыр, 37. ӑна сенкер кантрапа кидар ҫумне ҫыхса хур, вӑл кидарӑн мал енче пултӑр; 38. вӑл Ааронӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ, вара Аарон Израиль ывӑлӗсем кӳрекен парнесен, вӗсем кӳрекен мӗнпур парнесен ҫитменлӗхӗсене хӑй ҫинче илсе ҫӳрӗ; Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫав ҫутанкка яланах унӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ.

36. И сделай полированную дощечку из чистого золота, и вырежь на ней, как вырезывают на печати: «Святыня Господня», 37. и прикрепи ее шнуром голубого цвета к кидару, так чтобы она была на передней стороне кидара; 38. и будет она на челе Аароновом, и понесет на себе Аарон недостатки приношений, посвящаемых от сынов Израилевых, и всех даров, ими приносимых; и будет она непрестанно на челе его, для благоволения Господня к ним.

Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр енче те — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем [тата вӗсен тӗпӗсем] кӗмӗл пулччӑр.

11. Также и вдоль по северной стороне - завесы ста локтей длиною; столбов для них двадцать, и подножий для них двадцать медных; крючки у столбов и связи на них [и подножия их] из серебра.

Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27. ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.

26. Лаван сказал: в нашем месте так не делают, чтобы младшую выдать прежде старшей; 27. окончи неделю этой, потом дадим тебе и ту за службу, которую ты будешь служить у меня еще семь лет других.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ, Хӑй пултарнӑ этеме ҫавӑнта вырӑнаҫтарнӑ.

8. И насадил Господь Бог рай в Едеме на востоке, и поместил там человека, которого создал.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗррехинче, Ҫимӗкре, Надежда Ивановнӑн тӑван тӑрӑхне кайрӑмӑр, урама тухрӑмӑр кӑна — ҫырма леш енче юрӑ ян каять.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ача-пӑча ансамблӗсемпе хамӑр ҫӗршыври фестивальсене кӑна мар, чикӗ леш енче иртекеннисене те чылай хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав хушӑрах Ҫӗмӗрле енче пурӑнакансем темпе айӑпа кӗнӗ, вӗсен чӗртаварӗшӗн 15 тенкӗрен (1 литрӗ) ытла паман.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Темиҫе ҫаврӑм хушши икӗ командӑн тапӑнса выляканӗсем футбол хапхине улшӑна-улшӑна мечӗксем тапрӗҫ - ӑна хӳтӗлекенсем пур мечӗке те сирсе ячӗҫ пулин те, ку хутӗнче ӑнӑҫу «АТП» команди енче пулчӗ - юлашки мечӗке вӗсем тапса кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ҫавӑнпа апатра шӗлепки уҫӑлман е уҫӑлнӑ, анчах шӗлепкин аял енче тӗксӗм хӑмӑр чӗлкемсем ҫук ҫерем кӑмпипе кӑна усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

— Елчӗк районӗнче Яманчӳрел ялӗ пур, Чӑваш Енӗн Тутарстанпа кӑнтӑр енче чикӗленекен вырӑнта вӑл.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗр енчи шурӑ юр купи тӑрринче ҫуркунне палли – питӗ илемлӗ хӗр сӑнӗ – катаранах мӑнаҫлӑ курӑнать, тепӗр енче – катемпи ҫиле май хумханать.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ ҫав районтисене унтисем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине хытах сума сунӑран юрататӑп-хисеплетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Пирӗн енче ҫак чире уйри сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ шӑшисем ӗрчетеҫҫӗ.

В нашей местности это заболевание распространяют рыжие мыши.

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Тӑрӑн енче армспорт та аталансах пырать.

Куҫарса пулӑш

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай енче кӑтарту пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Чылайӑшӗ чикӗ леш енче канма кӑмӑллать.

Многие предпочитают отдыхать за рубежом.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Юлашки вӑхӑтра чикӗ леш енче кӑна мар, хамӑр ҫӗршывра та Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗтӗмлетӗвӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма чӗнсе калани час-часах илтӗнет.

В последнее время не только за границей, но и в нашей стране раздаются призывы пересмотреть итоги Великой Отечественной войны.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех