Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑртан вӗҫен кайӑксем те вӗҫсе килнӗ, ӑшша чи-чи юратаканнисем те тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ пулӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Вӗҫен кайӑксем тахҫанах пысӑк ушкӑнсене пӗрлешнӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Татса кайрӗ аллӑма та Ахӑрса вӗҫен тӑхлан.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Тӑпӑлтарчӗ аҫтаханӑн Ӳхӗрсе вӗҫен йӗтре.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Унти вӗҫен кайӑксен чӗвӗлти юрри чуна тыткӑнлать.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Ҫапах этем вӗҫен кайӑк мар, унӑн пурнӑҫне хальхи лару-тӑрура еплерех йӗркелемелле, мӗнлерех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать ял-йыш куҫӑм тапхӑрӗнче?
Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Вӗсем юрӑ пуҫласан ҫывӑхри юманлӑхри вӗҫен кайӑк та ӑмсанать-мӗн.
«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
— Сунар тапхӑрӗ пуҫлан-нӑранпах Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерствин чӗрчунсене хӳтӗлекен инспекторӗсем вӗҫен кайӑк тытмалли вырӑнсенче пулса сунар йӗркине еплерех пӑхӑннине тӗрӗслерӗҫ, — пӗлтерчӗ ӗнер министр заместителӗ Владимир Кузюков.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Кайӑклӑха сунар ӑрачӗллӗ йытӑпа, вӗҫен кайӑка вӗҫсе пынӑ чухне тытакан ҫӑткӑн кайӑкпа каймалла мар.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
21. Ыттисене лаша ҫинче Лараканӑн ҫӑварӗнчен тухакан хӗҫпе вӗлерсе пӗтерчӗҫ; вӗсен виллисемпе мӗнпур вӗҫен кайӑк тӑранчӗ.21. а прочие убиты мечом Сидящего на коне, исходящим из уст Его, и все птицы напитались их трупами.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Пур ӳт те пӗр пек мар: этемӗн — хӑйӗн ӳчӗ, выльӑхӑн — хӑйӗн ӳчӗ, пуллӑн — хӑйӗн ӳчӗ, вӗҫен кайӑкӑн — хӑйӗн ӳчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Этем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисене, тинӗс чӗрчунӗсене пӑхӑнтарма пултарать, пӑхӑнтарнӑ та ӗнтӗ, 8. чӗлхене вара пӗр этем те пӑхӑнтарма-чарма пултараймасть: вӑл — тытса чарайми усаллӑх; унра — вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ: 5. эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ; 6. эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун валли апат хатӗрленӗ хушӑра вара Петр кӗлтунӑ чухне, чи ҫӗкленӳлле самантра, 11. тӳпе уҫӑлса тӑнине курнӑ, тата темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытнӑ сарлака пир евӗрлӗскер, ҫӗрелле аннине курнӑ; 12. ун ҫинче темӗнле чӗрчун та пулнӑ: ҫӗр ҫинчи тем-тем йышши тӑватӑ ураллисем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекеннисем тата вӗҫен кайӑксем.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын хӑйӗн пахчине сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи акнӑ; ҫав пӗрчӗ шӑтса ӳснӗ те пысӑк йывӑҫ пулнӑ, ӗнтӗ унӑн турачӗсем хушшине вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ, тенӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ, тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарипе сутмаҫҫӗ-и? ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть.6. Не пять ли малых птиц продаются за два ассария? и ни одна из них не забыта у Бога.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй патне халӑх нумай пуҫтарӑнсан, пур хуласенчен те ҫынсем пухӑнсан, Вӑл ытарлӑ кала пуҫланӑ: 5. акаҫӑ хӑйӗн вӑрлӑхне акма тухнӑ; вӑл акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те таптанса пӗтнӗ, вӗсене вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ; 6. хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ; вӗсем шӑтса тухсанах нӳрӗк ҫуккипе типсе ларнӑ; 7. хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ; ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ; 8. хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссессӗн пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ, тенӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.