Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренпе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара хӑюллӑхпа ҫунине шанкӑпа тултарчӗ, тӑрӑшсах вӗренпе ҫыхса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шанкӑ купине такам тачка вӗренпе ҫыхса хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Курӑка ытларах ҫырмаллӑ вырӑнта ҫулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна типӗтсен ҫӳллӗрех вырӑна вӗренпе туртса хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

— Эй, санпа, — аллисене харӑссӑн сулать Ултутти аппа, — хӑвна лапра вӗренпе туртса ҫакмалла тусан та шӑл йӗрсех тӑратӑн пуль эс, — сых ятне турра асӑнса, шӑмпӑл-шампӑл банкӑна, виҫӗ литр кӗрекенскерне, шалти пӳртелле илсе кӗрсе каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кашкӑрӗ, лупасайӗнчи юпаран вӗренпе кӑкарнӑскер, хӑйне пур енчен хупӑрласа илнӗ ача-пӑча ҫине пӑхмасӑр виҫ ури ҫинче сиккелесе, унталла-кунталла уткалать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗренпе сӗтӗрсе илсе килес ҫук ӑна.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӗсрене, вӗренпе ҫаклатса, эртелпе туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан, вилнӗскерне, вӑрмана шаларах сӗтӗрсе кӗрсе юман ҫумне вӗренпе ҫыхса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ машина ҫинчи михӗсене, шӑналӑксене вӗренпе лайӑх туртса ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уйра вӗренпе кӑкарнӑ.

В конце июля цивилянка в поле на веревку привязала корову.

Участовӑй хӗрарӑма ӗнине тупма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35874.html

Ура шӑнса ан пӑсӑлтӑр тесе мана мачча каштинчен вӗренпе ҫакса тӑрататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗнпур ҫаратнӑ туприне вӑл икӗ ҫӳпҫене хучӗ, ҫӳпҫисене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса ҫирӗп вӗренпе ҫыхрӗ те учӗ ҫине ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теприне шӗвӗр вӗҫлине, ун ҫине тӑрӑнтарса лартрӗҫ те вӗренпе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана тӑшмансем вӗренпе яваклама та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра куратӑп хайхи: шыв хӗррине ҫитнӗ Пайтул утне каялла ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Варарахпа вӗсем унтан ҫӗрулми тӑнк! тултарнӑ михӗ ҫӗклесе тухрӗҫ те тарантас ҫатанӗн хыҫал енне, ҫиелти каштисем ҫине меллештерсе хучӗҫ, вара миххе ун ҫумне ҫинҫе вӗренпе таччӑн сармакласа ҫыхса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

— Сире пирӗн «обществӑна» нихӑшне те каяшлӑ вӗренпе ҫыхса силком сӗтӗрсе килмен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Акӑ мӗн, Алексей Данилч, эпӗ кӗтӳҫ мар, каяс текенсене вӗренпе кӑкарса тӑратаймӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Матви пӗренесене вӗренпе ункӑласа илсе ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Колхозри ӗҫсем тата начартарах-мӗн: тырӑ-пулӑ ҫулсерен япӑх пулать, ӗҫ кунӗшӗн питӗ сахал тӳлеҫҫӗ, выльӑх апачӗ ҫителӗксӗр, ҫур еннелле лаша-ӗне таврашне вӗренпе ҫакса тӑратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗнесене вӗренпе ҫакса тӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех