Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӑраха тӑсӑлӗ-ха ку вӑрҫӑ, вӑраха.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вӑраха ятӑмӑр кӑҫал, вӑраха, — ассӑн сывларӗ Бахолдин, анчах хӑйне тыттарнӑ рапорт ҫине сӑнарах пӑхрӗ те, ун пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Михаил Иваныч Верочка килӗшме шутланине ӗненчӗ — килӗшме шутламан пулсан, ун парнисене илес те ҫукчӗ вӑл; мӗншӗн вӑраха ярать-ха вӑл? — Мӗншӗн вӑраха янине Михаил Иваныч хӑй те ӑнланать, Марья Алексевна та каласа кӑтартать: Анна Петровна йӑлтах йӑвашланса ҫитессе кӗтет вӑл.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
9. Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑраха тӑсӑлнӑ сӳтсе явусем хыҫҫӑн вырӑнти влаҫсем Гамбург усламҫин пысӑк планӗсене йышӑнас темен.
Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4
Ҫапла куҫса ҫӳренине пула институтра вӗренесси вӑраха кайнӑ, Розалия Михайловна дипломлӑ ӗҫ ҫырман, Е. А. Зайцев профессорпа Б. В. Йогансон академик мастерскойӗнче вӗреннӗскер, вӑл кунта мӗн илме пултарнине пӗтӗмпех илнӗ тесе шутланӑ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин ҫӗнӗ Программинче ҫапла каланӑ: «Анчах нациллӗ уйрӑмлӑхсем, уйрӑмах чӗлхе тӗлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсем, пӗтсе пырасси классем хушшинчи чикӗсем пӗтсе пынинчен чылай ытларах вӑраха каякан процесс пулса тӑрать».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
— Вӑраха мар ҫав.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑҫал акӑ авӑн вӑраха тӑсӑлчӗ, юр ларсан та, анкартинче молотилка сасси кӗрлеме чарӑнмарӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Хӗветӗр: вӑраха тӑсӑлӗ-ши ку вӑрҫӑ?
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫилли вӑраха пымасть унӑн.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ку эрнене юратӑва, ҫемьене, ҫӗнӗ паллашусене халаллӑр, унтан вӑраха тӑсӑлакан хутшӑнусем аталанма пултарӗҫ.
49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку хыпар крючниксене шиклентерчӗ пулсан та, вӑраха пымарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шухӑшламан ҫӗртен Матӗрне пӳлӗмне кӗнипе кӑштах именчӗ, ку та вӑраха пымарӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микулана тавӑрайманнине, вӑл таҫта кайса ҫухалнине аса илсен ҫеҫ Михха кӑмӑлӗ пӑсӑлма хӑтланчӗ, анчах ку та вӑраха пымарӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах кунашкал ҫухални вӑраха пымарӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ку хаваслӑх вӑраха пымарӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарӗ, вӑл вӑраха тӑсӑлакан романтика хутшӑнӑвне ҫаврӑнма пултарӗ.Может случиться очень интересная встреча, которая перерастёт в долгие романтические отношения.
48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Документсене тирпейлӗ тытӑр, проектсене вӑраха ямасӑр вӗҫлӗр.Держите в порядке важные документы и не тяните с завершением проектов.
47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Вӑраха тӑсӑлакан хутшӑну йӗркеленме пултарать.
46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ