Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑраха сăмах пирĕн базăра пур.
вӑраха (тĕпĕ: вӑраха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Корпуссене монтажланӑ чухне металл колоннӑсемпе ҫеҫ усӑ куратпӑр, — сӑмахӗ вӑраха кайрӗ пулсан та хӗрсех калаҫрӗ Сидоркин.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Канашлу председателӗ — строй-трестӑн главнӑй инженерӗ — ораторсене час-часах пӳлсе, чи кирли — ӗҫри чӑрмавсен сӑлтавӗсемпе вӗсене пӗтермелли майсем пирки ҫеҫ калама сӗнет: вӑраха кайнӑ канашлӑва вӗҫлеме васкать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ара хӑйӑр турттармалла чухне пӗччен ӗҫлесен ытла вӑраха тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Кая юлсан каю шӑтассине шута илсе ыттисем те ҫак яваплӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр пуҫӑннине калать ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗ Валерий Долгов.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Хутшӑну, романтика туйӑмӗ вӑраха тӑсӑлӗ.

Ваши отношения будут долгосрочными, романтические чувства продлятся долгое время.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чире парӑнсан вӑл вӑраха тӑсӑлма пултарӗ.

Болезнь может надолго затянуться, если вы ей поддадитесь.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Питӗ вӑраха тӑсӑлчӗ вӑл.

Работа уж слишком сильно затянулась.

«Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романне мӑшӑрласа пӗтертӗм!..» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/210

Пакунлисем шырав ӗҫӗсене анлӑн пурнӑҫланӑ май питех те киревсӗр ҫак преступление вӑраха ямасӑр уҫса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Сывлӑх пирки ан манӑр, халь пуҫланнӑ чир вӑраха тӑсӑлма пултарать.

Не забывайте о своём здоровье, болезнь, начавшаяся сейчас, может затянуться.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫирӗп аталану концепцийӗ – вӑраха тӑсӑлса пыракан комплекслӑ план.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр тӗплӗн пурнӑҫламалла, яваплӑха туймалла, тухӑҫлӑха ӳстерессишӗн ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Кӑмӑллӑ та вӑраха тӑсӑлакан хутшӑнусем йӗркелеме лайӑх вӑхӑт.

Наступило отличное время для построения гармоничных, длительных отношений.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш чӗлхи культурине малалла ӳстерес тетпӗр пулсан, литература чӗлхи хальхи пурнӑҫ ыйтнине пур енчен те тивӗҫтерме пултартӑр тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫсене пурне те вӑраха ямасӑр пурнӑҫласа пырас пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Малалли сӑвӑсем вӑраха кайнӑ вӑрҫӑн тӗрлӗ сыпӑкӗсемпе тапхӑрӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, вӗсен вӗҫӗнчи ҫулталӑк паллисем те улшӑнса пыраҫҫӗ — 1942, 1943, 1944, унтан вара — 1945-мӗш, Аслӑ Ҫӗнтерӳ, хӑрушӑ вӑрҫӑн юлашки ҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Сӑмах май, ҫак скрипт ӗҫӗ пит вӑраха тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Вӑл ӗҫе вӑраха хӑвармарӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах ҫула тухассине вӑраха ярас мар пуль, ачам, — терӗ хӑшместӗр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ васкасах чирлисене вӑраха ямасӑр пулӑшу паракансем патне шӑнкӑравларӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Шел те, чиркӳ строительстви вӑраха тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫавӑнпа калаҫу вӑраха пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех