Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Выраканӗ тырра пухнӑ хыҫҫӑн, унӑн аллийӗ пучахсене вырса илнӗ хыҫҫӑн, Рефаим айлӑмӗнче пучахсене пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле пулать — шӑп ҫавӑн пек пулӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй ывӑлӑм! суха кассийӗ ҫине тӗрӗсмарлӑх ан ак — мӗн акнинчен ҫичӗ хут ытларах вырса илмелле пулмӗ.3. Сын мой! не сей на бороздах неправды, и не будешь в семь раз более пожинать с них.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫиле сӑнаса тӑраканӗ акаймӗ; ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫине пӑхаканӗ вырса илеймӗ.4. Кто наблюдает ветер, тому не сеять; и кто смотрит на облака, тому не жать.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӗрӗсмарлӑх акаканӗ инкек вырса илет, ун хаярлӑхӗн туйи арканӗ.8. Сеющий неправду пожнет беду, и трости гнева его не станет.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн тыррине выҫӑпа касӑхнисем ҫисе ярӗҫ, ӑна кӳкен тӗмӗсем витӗрех вырса тухӗҫ; пурлӑхне вара антӑхса ҫунакансем хыпса ҫӑтӗҫ.5. Жатву его съест голодный и из-за терна возьмет ее, и жаждущие поглотят имущество его.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ хам курнӑ: кам усаллӑха сухаласа усал акать — вӑл ҫавнах вырса илет; 9. ун пеккисем Турӑ пӗрре вӗрнипех тӗп пулаҫҫӗ, Унӑн ҫиллин хӑвачӗпе пӗтсе ҫухалаҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Акӑ сана, [Езекия,] паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир ӳксе шӑтнӑ тырӑран пулнине ҫийӗр, килес ҫул та — хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине, виҫҫӗмӗш ҫулхине вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та унти ҫимӗҫе ҫийӗр.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла вара, Руфь Воозӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳренӗ, урпапа тулӑ вырса пӗтеричченех Вооз ани ҫинче [пучах] пуҫтарнӑ, пурӑнасса вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моав хӗрӗ Руфь [хӑйӗн хунямӑшне] каланӑ: вӑл мана тата ҫапла каларӗ: ман тырра вырса пӗтеричченех эсӗ манӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле ҫӳре терӗ, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир: ҫиччӗмӗш ҫулхине акмасассӑн, хамӑр ӗҫлесе тунине вырса илмесессӗн, пирӗн мӗн ҫисе пурӑнмалла-ха? тейӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; 15. йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр; 16. ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырма тытӑнсассӑн, вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна та ан пуҫтар; ӑна чухӑн валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна ан пуҫтар, 10. иҫӗм пахчинчен ҫырлине пӗтӗмпех пуҫтарса ан ил, тӑкӑннӑ ҫырлине те пахчаран ан пуҫтар; ӑна чухӑн ҫын валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр; 24. вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Зоя, ҫемьере асли пулнӑ май, пӗчӗклех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ: утӑ ҫулнӑ, тырӑ вырса ҫапнӑ, суха пуҫне те алла тытнӑ.
«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№