Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянӑ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вылянӑ чух актерсен час-часах тӳрре кӑларма май ҫуккине тӳрре кӑларнӑ, логика ҫук ҫӗрте логика шырама тивет, тепӗр май каласан, пурнӑҫ чӑнлӑхӗ ҫук ҫӗрте пурнӑҫ чӑнлӑхӗ евӗр тума тивет.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр вӑй-хӑвачӗ вӑл — актер тӳрремӗнех кураканпа хутшӑнса ӗҫленинче, спектакль вылянӑ хушӑрах актер хӑйне улӑштарма пултарнинче.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Актер вылянӑ вӑхӑтрах куракансем ӑна пӑхса ларни, актерпа куракан пӗр-пӗринпе хутшӑнма пултарни икӗ енӗшӗн те эстетикӑлла шухӑш-кӑмӑла хускатма пысӑк майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…

Куҫарса пулӑш

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ун чухне вӗсем, ҫакӑн пек кӗрхи каҫсенче, ҫак уйрах вылянӑ, кулнӑ, ташланӑ. юрланӑ — каҫхи вӑрман шӑплӑхне сухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Эсӗ унта чуна пӑрса, пӑхса ларатӑн, хӑв та артистсемпе пӗрле вылянӑ пекех туйса ларатӑн спектакльсенче».

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Урамра ачасемпе вылянӑ чухне йывӑҫ теттине кушакпа улӑштарнӑ тет.

Играла раз Ласточка с детьми на улице и свою деревянную игрушку обменяла на кошку.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Кушакпа шӑши тытмалла вылянӑ пек пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӑт пуканӗпе пӳскелле вылянӑ пек вылятчӗ, икӗ метр тӑршшӗ юман муклашкисене ҫуна ҫине пӗччен ҫӗклесе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ.

Играя в шашки, первое место заняли Дмитрий Александров из Ходарского территориального отдела и Валентина Губанова из Нижнекумашкинского территориального отдела.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи тӳре-шара шахматпа шашкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34579.html

— Лайӑх вылянӑ ятпа саламлатӑп сире.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Шахматла ӑна ӗмӗртен ӑслӑ ҫынсем вылянӑ, шухӑшламалли япала вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Килнӗ, — тетӗп, — эпӗ арҫын ачине вылянӑ, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑпрапа вылянӑ ҫӗрте упаленнӗ алӑсем пир тытма юрамаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Партизанла» вылянӑ чух та тинех мана «пуҫилен нимӗҫ» ролӗнчен хӑтарчӗҫ, «хамӑрӑннине», «паттӑр хӗрлӗ партизана» куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Чӑрӑш Туҫара ҫамрӑксем карталанса вӑйӑ вылянӑ.

Во Вторых Тойзях молодежь водила хороводы.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Пӗрре лаша утланнӑ пек, тепре тытмалла вылянӑ ачасем.

то в лошадок, то в догонялки.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Выльӑхсем патӗнче те вылянӑ май пулӑшам пекки тунӑ тет.

И со скотиной она помогала играючи.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Ахаль мар унӑн, Ула Тимӗрӗн, куҫӗсем тахҫан пӗрле вылянӑ чухнехиллех ҫуталса-ялтлатса илчӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Манман, манман иккен «пирӗшти» тахҫан хӑйӗн аллинчи кукӑле ҫапса ӳкернӗ, кайран туйра пӗрле вылянӑ арҫын ачана.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех