Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянӑ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ҫапла вылянӑ чух пирӗн пата Ҫемук пырса тӑчӗ, пӑхкалать, аллине патак тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла вылянӑ хыҫҫӑн эпир пӗчӗк патаксене ҫӗре тирсе карта ҫавӑрса лартатпӑр, эпӗ татса килнӗ чечексене карта ӑшне тирсе тухатпӑр — пулчӗ пирӗн илемлӗ пахча.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вылянӑ.

Играл.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачасем уроксенче, тӑхтавсенче, столовӑйра хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫнӑ, «асамлӑ сӑмахсем» аса илнӗ, тупмалли юмах тупсӑмӗсене тупнӑ, вылянӑ, хӑйсене мӗнле тытмалли культура ҫинчен видеофильм пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул этикечӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2022- ... rn-3026903

1964 ҫулта пӗрремӗш хут ҫакӑн пек ӑмӑрту иртнӗ, турнирта 170 пин команда кӗрешнӗ (пӗтӗм Совет Союзӗнчи ҫур миллиона яхӑн ҫамрӑк футболист ҫак вӑййа вылянӑ).

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Ӗҫлессе тимерҫӗ вӑйӑ вылянӑ пек ӗҫлет.

Работает кузнец играючи.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫук, мӑкӑрла ӗнер анчах вылянӑ».

— Нет, к дымок вчера играли!

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫӑр пӳскелле вылянӑ ҫамрӑк-кӗрӗм урам вӗҫӗнчи пӗрене пуҫӗ тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Молодежь, игравшая в мяч, собралась возле бревна.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫкурла вылянӑ пек калаҫса ларса Яка Илле йӑлӑхрӗ пулмалла.

Илле, видимо, наскучил этот разговор, похожий на игру в прятки.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхине те, кӑнтӑрла та, килте ларнӑ чухне те, ачасемпе урамра вылянӑ ҫӗрте те ӑна хырӑм выҫҫи канӑҫ паман.

Голод донимал его днем и ночью, лома и на улице.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗчӗккӗ чухне вӗсем арҫын ачи-хӗрачи пӗрле вылянӑ та пӗрле тӳпелешнӗ.

Играли все вместе — мальчишки и девчонки боролись, бегали наперегонки.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӑл акӑ пирӗн каччӑсемпе упа хӑйӗн ҫурисене вылянӑ пек выляма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав, президиумра ларакан Симун виҫӗ ҫул каялла кусналла та лапталла ҫеҫ вылянӑ, халӗ, хӑйне чиперех тытса, пухӑва ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Командӑсем кашниех ҫӗнтерӳшӗн ҫине тӑрса вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/

Кун хыҫҫӑн вӑл малалла вылянӑ.

После этого она продолжила играть с друзьями.

Фельдшерсем хӗрачана йывӑҫ ҫинчен анма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33265.html

Ҫӗрпӳ районӗнче ачасем вӑйӑ вылянӑ.

В Цивильском районе дети играли во дворе.

Фельдшерсем хӗрачана йывӑҫ ҫинчен анма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33265.html

Улӑх-ҫаранта мечӗк хӑваланӑ е тытмалла вылянӑ чухне хулари ярӑнчӑксем ҫав-ҫавах аса килетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Аслӑрах ӳсӗмрисем вылянӑ, хушӑран-хушӑ пире те явӑҫтарнӑ вӑйӑсенче ӑсталӑха туптаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Театрта пӗрле вылянӑ юлташӗсем Шупашкара пыма чӗнсенех, Павӑл килӗшет, кунта куҫса килет.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Тӗп рольсене Хусанта вылянӑ студентсем йышӑнас пулсан, тытӑнса пӑхма пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех