Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянӑ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑт пуканӗпе мечкӗлле вылянӑ пек вылять, — мухтанса пӗлтерчӗ Рита вӗсене хӑй тусӗ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗлле кӗтӳҫӗсемпе кӗрсе ларса доминолла та вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Химик-Август-2009» малтанхи ҫаврӑмра виҫӗ командӑна та парӑнтарса финалта 1-мӗш вырӑншӑн вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

Вӑл хоккей лигин «Химик», «Нефтяник» (Лениногорск), «Южный Урал», «Салават Юлаев», «Торос», «Барыс», «Торпедо» (Чулхула), «Локомотив», «Адмирал», «Авангард», «Спартак» тата «Динамо» (Мускав) клубӗсенче вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Тепӗртак ҫапла вылянӑ пулсан, хӑшӗ-пӗри куҫсӑр-пуҫсӑр та юлма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кушак шӑшипе вылянӑ пек вылянӑ мӑрсасем Али-Акрам ханпа.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗккисем хоккейла вылянӑ, пысӑк пуканесемпе савӑннӑ, шӑпӑрлансене аниматорсем хаваслантарнӑ.

Малыши играли в хоккей, восхищались большими скульптурами, детей также развлекали аниматоры.

Ача пахчине... ачасене кӗртмен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33596.html

Пӗрре Катя, иксӗмӗр килкартинче вылянӑ чух, чупса кайрӗ те: «Лови меня!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ вылянӑ ҫӗртен тӑтӑм та часрах киле кӗтӗм, вара, кӑшт тӑрсан, Улля аппасем патне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав пӗчӗк Варуҫ текен хӗрача аннен юлташех пулнӑ, пилӗк-улттӑра чух пӗрле вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вылянӑ ҫӗртен пӑрахса, пӳрте ӗсӗклесе пырса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир ҫапла вылянӑ чух пирӗн пата Ҫемук пырса тӑчӗ, пӑхкалать, аллине патак тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла вылянӑ хыҫҫӑн эпир пӗчӗк патаксене ҫӗре тирсе карта ҫавӑрса лартатпӑр, эпӗ татса килнӗ чечексене карта ӑшне тирсе тухатпӑр — пулчӗ пирӗн илемлӗ пахча.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вылянӑ.

Играл.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачасем уроксенче, тӑхтавсенче, столовӑйра хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫнӑ, «асамлӑ сӑмахсем» аса илнӗ, тупмалли юмах тупсӑмӗсене тупнӑ, вылянӑ, хӑйсене мӗнле тытмалли культура ҫинчен видеофильм пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул этикечӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2022- ... rn-3026903

1964 ҫулта пӗрремӗш хут ҫакӑн пек ӑмӑрту иртнӗ, турнирта 170 пин команда кӗрешнӗ (пӗтӗм Совет Союзӗнчи ҫур миллиона яхӑн ҫамрӑк футболист ҫак вӑййа вылянӑ).

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Ӗҫлессе тимерҫӗ вӑйӑ вылянӑ пек ӗҫлет.

Работает кузнец играючи.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫук, мӑкӑрла ӗнер анчах вылянӑ».

— Нет, к дымок вчера играли!

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫӑр пӳскелле вылянӑ ҫамрӑк-кӗрӗм урам вӗҫӗнчи пӗрене пуҫӗ тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Молодежь, игравшая в мяч, собралась возле бревна.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫкурла вылянӑ пек калаҫса ларса Яка Илле йӑлӑхрӗ пулмалла.

Илле, видимо, наскучил этот разговор, похожий на игру в прятки.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех