Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянӑ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗ — умра ӑшӑ шевли вылянӑ пек — ылмаш кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Пӑхӑр-ха, такам самолетла вылянӑ. Мӗн чухлӗ вӗсем подъезд умӗнче!

«Смотрите, кто-то в самолетики играл. Сколько их тут у подъезда!

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Юртӑра вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пушкӑрт халӑх кӗввисем коллективлӑ вылянӑ май янӑрама пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа — выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3270489

Вӑйпитти чухне вӑл хоккейла, футболла выляма кӑмӑлланӑ, тӑван ял, хуҫалӑх командисемшӗн вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Эпӗ питӗ савӑнатӑп, мана хоккей вылянӑ хыҫҫӑн питӗ лайӑх, кӑмӑллӑ пулса каять».

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Тахӑш ҫулхине Пичет ҫуртӗнче шахматла вылянӑ чух Таранов ӑна умлӑн-хыҫлӑн пилӗк хутчен парӑнтарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта вара улшӑну сахал, ӗлӗкхи ҫынсемех лараҫҫӗ, ҫӗнӗлле ӗҫленӗ пек курӑнтӑр тесе пӗр пукан ҫинчен тепӗр пукан ҫине кӑна куҫкалаҫҫӗ, шахматла вылянӑ пек, рокировка тӑваҫҫӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юлташпа шахматла вылянӑ чух хирӗҫсе кайни темех мар: кӗҫех ҫураҫатӑн, анчах Сулагаев хӑй ӗҫленӗ ҫӗрте те ҫӑварне шыв сыпса пурӑнман, мӗн те пулин килӗшменни тупӑнсан шӑв-шав ҫӗклемесӗр тӳсеймен, ун пек чухне ыррине кӗтме йывӑр: кӗҫех пӗр-пӗр ушкӑнра ытлашши пулса тӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла чӑрсӑррӑн вылянӑ май унӑн час-часах парӑнма тиветчӗ пулин те, вӑл король гамбичӗпе Маршалл варианчӗ ҫине алӑ сулмастчӗ — ҫав икӗ меслетпех Таранова ҫӗнтерме тапаҫланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Испани партийӗ» тенӗ дебюта вылянӑ чух Маршалл вариантне суйласа илетчӗ, пӗр пешкине нимсӗр-мӗнсӗр парса ярса хӑйӗн мӗнпур фигурисемпе король ҫине тӑрӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сахал мар эрех ӗҫнӗ иккӗшӗ, тӑраниччен шахматла вылянӑ, ҫӗр ҫывӑрмасӑр калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вылянӑ чух актерсен час-часах тӳрре кӑларма май ҫуккине тӳрре кӑларнӑ, логика ҫук ҫӗрте логика шырама тивет, тепӗр май каласан, пурнӑҫ чӑнлӑхӗ ҫук ҫӗрте пурнӑҫ чӑнлӑхӗ евӗр тума тивет.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр вӑй-хӑвачӗ вӑл — актер тӳрремӗнех кураканпа хутшӑнса ӗҫленинче, спектакль вылянӑ хушӑрах актер хӑйне улӑштарма пултарнинче.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Актер вылянӑ вӑхӑтрах куракансем ӑна пӑхса ларни, актерпа куракан пӗр-пӗринпе хутшӑнма пултарни икӗ енӗшӗн те эстетикӑлла шухӑш-кӑмӑла хускатма пысӑк майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…

Куҫарса пулӑш

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ун чухне вӗсем, ҫакӑн пек кӗрхи каҫсенче, ҫак уйрах вылянӑ, кулнӑ, ташланӑ. юрланӑ — каҫхи вӑрман шӑплӑхне сухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Эсӗ унта чуна пӑрса, пӑхса ларатӑн, хӑв та артистсемпе пӗрле вылянӑ пекех туйса ларатӑн спектакльсенче».

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Урамра ачасемпе вылянӑ чухне йывӑҫ теттине кушакпа улӑштарнӑ тет.

Играла раз Ласточка с детьми на улице и свою деревянную игрушку обменяла на кошку.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Кушакпа шӑши тытмалла вылянӑ пек пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӑт пуканӗпе пӳскелле вылянӑ пек вылятчӗ, икӗ метр тӑршшӗ юман муклашкисене ҫуна ҫине пӗччен ҫӗклесе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех