Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗмсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
вилӗмсӗр (тĕпĕ: вилӗмсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ҫӑтмахри юрату вара — вӗҫӗ-хӗррисӗр, вилӗмсӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин пӗтӗм Ҫӗр ҫинче те ман саккунсемпе йӗркеленнӗ тӗрӗс, чир-чӗрсӗр, ватлӑхсӑр, вилӗмсӗр, ҫитменлӗхсӗр, кӗвӗҫӳсӗр, хирӗҫтӑрусӑр пурнӑҫ — чӑн-чӑн телейлӗ пурнӑҫ — пуҫланӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Мӗнле пысӑк ӗҫ, вилӗмсӗр ӗҫ тума пултарать иккен пултаруллӑ этем!

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Йывӑҫ-курӑк кӑҫал та, миллионшар ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫеҫке ҫурӗ, ешерӗ, ҫимӗҫ кӳрекенни ҫимӗҫ кӳрӗ, вара майӗпен ешӗл тумне хывӗ, ҫаралса юлӗ, сарӑхӗ, шанӗ е вуҫех вилӗ, анчах ҫитес ҫуркунне вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк каллех ҫӗнӗ сӗткенпе вӑй илсе чӗрӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ эпӗ вилӗмсӗр, Таня: ман ӳтре, мӑн чӗрере сан юну вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк, тӗнчери хаяр вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑр, хӑйӗн ӗмӗрхи йӗркипе, каллех чӗрӗлчӗ; каллех мӗн пур чӗрчун хӗл ыйхинчен вӑранчӗ, мӗн пур ӳсен-тӑран ешерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ.

16 ноября этого года исполнится 125-летие со дня рождения бессмертного чувашского поэта.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

«Вилӗмсӗр полк» акцие ачасемпе пӗрлех предприяти-организацисенче тимлекенсем, ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ, вӗсем фронтра тӑшмансемпе хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ, тылра кунне-ҫӗрне уямасӑр ӗҫленӗ тӑванӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем вилӗмсӗр.

Их подвиги бессмертны.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Паттӑр та эс, хӗвел те эс, хитре те эс, ӑшӑ та эс, тӑван Ҫеҫпӗлӗм, савнӑ Ҫеҫпӗлӗм, харсӑр Ҫеҫпӗлӗм, ӑшӑ ҫуркуннехи манми те вилӗмсӗр чечекӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ - Ухсай Яккӑвӗ пиччем, Чӗрӗлсе тӑрасчӗ эсӗ, Пире сансӑр пит кичем.

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Хӑйӗн пӗр хайлавӗпех тӗнче культуринче вилӗмсӗр вырӑн тупнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Франци патшалӑхӗпе ун ҫарӗн пуҫӗнче ун чухне, вирт янӑ вут пек, хӑй хыҫне тӗтӗм-сӗрӗм те кӗл ҫех хӑварса пыракан вилӗмсӗр Наполеон тӑнӑ.

Возглавлял которую всемирно известный полководец Наполеон, оставлявший за собой разоренные города и села, будто по ним прошелся степной пал.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла вара пирӗн иккӗмӗш ҫӑкӑр — вилӗмсӗр ҫӗрулми Кӑнтӑр Америкӑран Российӑна вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте килнӗ теҫҫӗ.

А пришел в Россию этот «второй хлеб», впоследствии ставший настоящим спасением в голодные годы, из Южной Америки, в восемнадцатом веке.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Вилӗмсӗр полк» акцине те хутшӑнма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсемпе пӗрле «Вилӗмсӗр полкри» паттӑрсем те Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ 77-мӗш уява хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ Ҫӗнтерӳ нихӑҫан та манӑҫмӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muxtavla-centery- ... nacme.html

Пире шанать халӑх, хӑйӗн пулас телейлӗхне — вилӗмсӗр шӑпине вӑл ӗненет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫ чиркӗвне ҫитичченех «Святой турӑ, святой хӑватлӑ, святой вилӗмсӗр, ҫырлах пире! — юрласа утнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вилӗмсӗр — пурнӑҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӑйне хӑй ҫӗкленӗ Художник, хайне хӑй вилӗмсӗр тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех