Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗмсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
вилӗмсӗр (тĕпĕ: вилӗмсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Трупа кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр; 53. ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулса тӑмалла, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулса тӑмалла.

53. Ибо тленному сему надлежит облечься в нетление, и смертному сему облечься в бессмертие.

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ: 7. ялан ырӑ ӗҫ туса мухтавлӑ, чыслӑ, вилӗмсӗр пулма тӑрӑшакансене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ; 8. итлемесӗр, чӑнлӑха пӑхӑнмасӑр тӗрӗс мар ӗҫе ярӑннисене хаяр ҫилӗ ҫитӗ.

6. Который воздаст каждому по делам его: 7. тем, которые постоянством в добром деле ищут славы, чести и бессмертия, - жизнь вечную; 8. а тем, которые упорствуют и не покоряются истине, но предаются неправде, - ярость и гнев.

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.

21. Но как они, познав Бога, не прославили Его, как Бога, и не возблагодарили, но осуетились в умствованиях своих, и омрачилось несмысленное их сердце; 22. называя себя мудрыми, обезумели, 23. и славу нетленного Бога изменили в образ, подобный тленному человеку, и птицам, и четвероногим, и пресмыкающимся, - 24. то и предал их Бог в похотях сердец их нечистоте, так что они сквернили сами свои тела. 25. Они заменили истину Божию ложью, и поклонялись, и служили твари вместо Творца, Который благословен во веки, аминь.

Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Этемре пурте пулма пултараймасть: 29. этем ывӑлӗ — вилӗмсӗр мар.

28. Не может быть всего в человеке, 29. потому что не бессмертен сын человеческий.

Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Санӑн вилӗмсӗр сывлӑшу пур япалара та пур.

1. Нетленный Твой дух пребывает во всем.

Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ырӑ та йӗркеллӗ пулсассӑн, ачасӑр ҫын та хисеплӗ: ыррине ӗмӗрӗпе асра тытаҫҫӗ, вӑл — вилӗмсӗр: ӑна Турӑ та, ҫынсем те йышӑнаҫҫӗ.

1. Лучше бездетность с добродетелью, ибо память о ней бессмертна: она признается и у Бога и у людей.

Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тӳрӗлӗх вилӗмсӗр, суя-ултав вара вилӗм кӳрет: 16. усал ҫынсем аллисемпе те, сӑмахӗсемпе те йыхӑрчӗҫ ӑна, ӑна тус вырӑнне хучӗҫ, уншӑн хӑрӑнчӗҫ, унпа килӗшӳ турӗҫ: вӗсем ӗнтӗ унӑн пайӗ пулма тивӗҫлӗ.

15. Праведность бессмертна, а неправда причиняет смерть: 16. нечестивые привлекли ее и руками и словами, сочли ее другом и исчахли, и заключили союз с нею, ибо они достойны быть ее жребием.

Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑваш Енре 2015 ҫула вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑвашсен аслӑ поэчӗн Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

2015 год объявлен в Чувашии Годом автора бессмертной поэмы «Нарспи», выдающегося чувашского поэта Константина Иванова.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858

Пӗлтӗр, Раҫҫейри Литература, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗнче, драма коллективӗн хастарӗсем классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмипе ӗҫлерӗҫ, «Хушӑлкара» пысӑках мар спектакль хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Чӑваш Енре ҫак ҫула Константин Васильевич Ивановӑн, хальхи чӑваш литературине никӗслевҫин, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

В Чувашии этот год объявлен Годом Константина Васильевича Иванова, основоположника современной чувашской литературы, автора бессмертной поэмы «Нарспи».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хӑш-пӗр ҫынсем вилӗмсӗр пулаҫҫӗ тенине те ирӗксӗрех ӗненӗн кун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Иртнӗ мухтавлӑ кунсемпе вилӗмсӗр ҫынсем ҫинчен аса илни пире паянхи куна мухтавлӑ та вилӗмсӗр тума пулӑшӗ, ӗҫчен алӑсене ҫӗнӗ вӑй хушӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ун пек кӗнекесем вилӗмсӗр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Николай Егорович паян та стройрах, вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче «вилӗмсӗр полк» йышӗнче кашни ҫулах мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе пӗрле тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Вӑрҫӑ вилӗмсӗр пулас ҫук…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрату вилӗмсӗр, — пӑшӑлтатрӗ Ваҫиле шыҫӑнса кайнӑ тутисемпе.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсен вилӗмсӗр чунӗсене ашшӗ килне чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирек мӗнле вӑрҫӑ та вилӗмсӗр пулмассине кашни ҫынах ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Халӗ Кирле, унӑн чи ҫывӑх тусӗ ҫак виҫене ҫитнине хӑй куҫӗпе хӑй курсан, Мустай хӑй те вилӗмсӗр маррине ытла та уҫӑмлӑн сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех