Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урамсене, хулари пек, тӳрӗ те анлӑ тӑвӑпӑр; ҫуртсене кашни ҫемье валлиех ирӗк те ҫутӑ, сад пахчиллӗ тӑвӑпӑр, тет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Эх, пурнӑҫӑн кашни саманчӗ валлиех хатӗрлесе хунӑ хурав пулсанччӗ! — хӑйпе хӑй калаҫнӑ евӗр, хушса хучӗ сестра.
10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Кунта кашни валлиех кӑмӑл туртнӑ ӗҫ тупӑнӗччӗ, э-э! мӗн каламалли пур, тепӗр тесен!И дело тут для каждого нашлось бы по душе, и вообще… о чем говорить!
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Хам валли мар, — тет, — сӗтел ҫине мар, колхоз валлиех.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лару пуҫланас умӗн пӗр минут малтан Сталин кабинетне чӗнтернисен умне кашни валлиех дежурнӑй секретарь пӗрер листа хут хурса тухрӗ; ун ҫине Гитлерӑн Тӗп фронтра ҫӗнӗ наступлени пуласси ҫинчен калакан приказне радио тӑрӑх ҫырса илнӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫапла, ҫапла, кашни валлиех хӗр пулать, мур илесшӗ!
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Гришка Фабер ҫак пьесӑри арҫын ролӗсене юри ятне пекех ун валлиех ҫырнӑ пулӗ тесе ӗнентеретчӗ.Гришка Фабер утверждал, что в этой пьесе все мужские роли написаны для него, как нарочно.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн термаламӑ татӑкӗ пурччӗ, тупӑкне ҫавӑнпа сӑртӑм та Григорий Александрович Бэла валлиех илсе тултарнӑ черкессен кӗмӗл галунӗсемпе илемлетрӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Каҫӗ ӗнтӗ шӑп та лӑп вӑрӑсем валлиех, — терӗ Ярмул пичче.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов, унӑн ҫумӗ, экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, республикӑри «Россельхозцентр» управленийӗн районсем хушшинчи Патӑрьелӗнчи филиалӗн начальникӗ О. Глухов, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсем тата агропромышленность комплексӗн ветеранӗсем ирхи 5 сехет ҫурӑ валлиех район администрацийӗ умне пухӑнчӗҫ.
Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07
6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.