Шырав
Шырав ĕçĕ:
1917 ҫулта, февралӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче, улттӑмӗш армейски корпусӑн ҫар сучӗ Ҫӗпӗрти 12-мӗш стрелковӑй полкри салтака, Алексей Горикова вӑрҫӑ фронтӗнчен тарнӑшӑн тата правительствӑна хирӗҫ сиенлӗ пропаганда сарнӑшӑн персе пӑрахмалла суд тунӑ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Июнӗн ҫирӗм пиллӗкмӗшӗнче фронтра — окопсенче, эшелонсем тӑрӑх, пур обозсенче, пысӑк армейски митингсенче, Кривая Музга станци умӗнчи хирте — приказ вуласа пачӗҫ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кун хыҫҫӑн Альмендингер, хӑйӗн 5-мӗш армейски корпусӗн тӗп вӑйӗсене тӗрӗс-тӗкел чакарма тӑрӑшса, Акмонайри позицисенче ҫапӑҫма румынсен 3-мӗш дивизийӗн горнӑй стрелокӗсемпе «Кригер» группине хушнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Апрелӗн 11-мӗшӗнче 5-мӗш армейски корпусӗн тӗп вӑйӗсем, пӗтӗмӗшпе илсен, румынсен арьергарчӗсем хӳтӗленипе каялла чакма пуҫланӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Керчь ҫурутравӗн хӗвелтухӑҫ енче ҫак ҫӗре оборона валли ҫутҫанталӑк хӑй хатӗрленӗ пек туйӑнакан сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта, тӑшманӑн Керчь ҫурутравӗнчи оборона командующийӗ, 5-мӗш армейски корпус командирӗ, унччен Германи генеральнӑй штабӗн крепоҫлӗ сооруженийӗсен пайӗн начальникӗ пулнӑ Альмендингер генерал ертсе пынипе вӑйлӑ укрепленисем тунӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ку кирлӗ мар, — полковник мана чарса лартрӗ, — сирӗн парашютлӑ, армейски операци мар, диверсиллӗ ӗҫ туса ирттермелле.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн пата армейски командирсене пачӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн оперативлӑх тӗлӗшӗнчен кӑна мар, командовани тӗлӗшӗнчен те армейски начальствӑна пӑхӑнмалла пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗчӗк, чӑх сӑмсиллӗ, сухаллӑ, кӑкӑрӗ ҫине шурӑ хӗрес ҫакнӑ, похода кайма хатӗр тӑракан полковник хӑй патӗнчен армейски корпуса ирттерсе янӑ.
VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Август уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче сотник Евгений Листницкий лейб-гварди Атамановски полкран казаксен пӗр-пӗр армейски полкне куҫма шухӑш тытрӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унта 7-мӗш, 9-мӗш, 12-мӗш, 13-мӗш 20-мӗш тата 43-мӗш армейски корпуссем, 5-мӗш, 19-мӗшпе 20-мӗш танк дивизийӗсем кӗреҫҫӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бал пуҫланиччен пӗр ҫур сехет малтан ман пата армейски пехотнӑй мундирне ялкӑштарса Грушницкий пырса кӗчӗ.За полчаса до бала явился ко мне Грушницкий полном сиянии армейского пехотного мундира.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1