Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарчӗ (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутсӑр савӑннипе ӗсӗклекен-ҫухӑрашакан Амур вӗсем ҫине лӗпӗш ҫакса ячӗ; иккӗшӗнчен те ҫатӑрласа уртӑнчӗ, ҫӑра уҫҫине ҫавӑрчӗ, чӳрече каррине антарчӗ

Амур, всхлипывая и визжа от восторга, повис на них с цепкостью уистити, поймавшей бабочку, повернул ключ и опустил занавески.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ҫакнашкал йӑрӑлӑхпах, нервӗсем хытӑ хистенипе тата капашсӑр вӑйӗпе — Гимнаст пушӑ револьверне урайне печӗ, ҫавӑнтах йывӑр, анчах ҫемҫе кольчуга, шлем тӑхӑнчӗ, пит хӳтлӗхне антарчӗ те — кӑштах аптӑраса тӑрать; тӗрлӗ-тӗрлӗ хӗҫ-пӑшала пӑхса унӑн куҫӗсем унталла-кунталла кускалаҫҫӗ.

С тою же быстротой, следствием большой нервности и физической силы, Гимнаст, отбросив пустой револьвер, одел тяжелую мягкую кольчугу, шлем, опустил забрало и немного замешкался; при виде исключительного разнообразия оружия глаза его разбежались.

II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Ҫакна курсан Кресс чӳрече патӗнчен утса килчӗ, Давенант аллине ҫӗклерӗ те тӗксӗмленсе ӑна антарчӗ.

Видя его положение, Кресс отошел от окна, взял руку Давенанта и, нахмурясь, отпустил ее.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Галеран ниҫта та тухмарӗ; чӳрече каррисене антарчӗ те хӑйӗн номерӗнче ларчӗ, каҫхине вара ӑшӑ ваннӑна кӗрсе выртрӗ.

Галеран никуда не выходил; опустив занавеси окон, сидел он у себя в номере, а вечером принял теплую ванну.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Галеран питех те уҫӑмлӑн тинкернине Баркет аран-аран тӳсет, юлашкинчен куҫӗсене антарчӗ.

Баркет выдерживал красноречивый взгляд Галерана с трудом и наконец опустил глаза.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант кимми ҫуртран инҫех мар; вӑл ӑна шыва шутарса антарчӗ та кӗрсе ларчӗ; Петвек парӑс карчӗ.

Лодка Давенанта стояла неподалеку от дома; он скатил ее в воду и сел, а Петвек распустил парус.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унтан Вагнер япӑх ҫапса майлаштарнӑ икӗ ешчӗк ҫӗклесе антарчӗ, — хушӑксенчен кивӗ хуплашкасем курӑнаҫҫӗ, вара Давенант вӗсене залран мезонина, хӑй пурӑнакан ҫӗре каякан пусма айне чиксе хучӗ.

Затем Вагнер вытащил два плохо сколоченных ящика, в щелях которых виднелись старые переплеты, а Давенант сунул их под лестницу, ведущую из залы в мезонин, где он жил.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сасартӑк Тилли пуҫне антарчӗ те ҫӗрелле сикрӗ, ҫакӑнпа пӗр вӑхӑтрах Брюс хӳме леш енче пӑшал сассине, такам хӑрӑлтатса-ятлаҫса кӑшкӑрнине илтрӗ.

Вдруг Тилли наклонил голову и спрыгнул; одновременно с этим Брюс услышал за стеной выстрел и хриплый голос, выкрикивающий угрозы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Тимӗрҫӗ вӗркӗчне шавлӑн антарчӗ те — вучахра сывлӑш тикӗс сывлавпа кӗрлеме пикенчӗ, тимӗрҫе вут-хӗм ҫумӑрӗпе хупласа хучӗ.

Кузнец шумно опустил мех, и воздух загудел в горне ровными вздохами, осыпав кузнеца дождем искр.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Мард темиҫӗшне касрӗ те турачӗсене иртрӗ, вӗсене шывалла рычакпа кустарса антарчӗ, унта вулӑсене ҫӑка пушӑчӗпе ҫавӑрса, тӗплӗн хытарса ҫыхрӗ.

Мард срубил несколько штук, очистил их от ветвей и скатил рычагами на воду, где увязал стволы вместе отмоченной корой кустарника.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Брентган сасартӑк калаҫӑва малалла тӑсаймасса туйрӗ те — кӗпҫене васкамасӑр антарчӗ, чӑмӑртанӑ аллинчи хӑвӑрт, вӗттӗн тата ӑнланмаллах мар илтӗнекен сӑмахсене чунне ыраттарса тӑнларӗ.

Вдруг он почувствовал, что не в состоянии продолжать разговор, и, медленно опустив трубку, с болью внимал быстрым словам, мелко и неразборчиво отдающимся в сжатой руке.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Том стаканран пӗр ҫӑвар ҫеҫ сыпма ӗлкӗрчӗ, пач кӗтмен ҫӗртен пӳлӗме Корнелия кӗрсе тӑчӗ, ӗҫкӗҫе сӗтел ҫинчен йӑтса антарчӗ те — шӑппӑн та йӑвашшӑн, анчах таса совеҫпе шӑпах хайхи ҫав вырӑнтан виҫӗ хутчен ҫатлаттарчӗ.

Едва Том отхлебнул из стакана, как вошла Корнелия, сняла пьяницу со стола и молча, но добросовестно шлепнула три раза по тому самому месту.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Гель-Гью хулинчен Доггера каякан пуйӑс пассажирсене Лим станцийӗнче антарчӗ, вара пурте ӗҫ команди килсе ҫитессе кӗтме пуҫларӗҫ.

Поезд, шедший из Гель-Гью в Доччер, высадил пассажиров на станции Лим, и все стали ждать прибытия рабочих команд.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Кольбер ӑна пуҫӗ тӗлӗнчен тытрӗ те — питӗ хытӑ пуснипе ҫӗлен татӑлсах ӳкрӗ, унтан Джой аллинчен кӗлетке юлашкине туртса антарчӗ, ывӑтрӗ…

Кольбер схватил змею у головы и так сдавил, что она порвалась, потом сбросил с руки Джой остаток туловища.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Вӑл трап антарчӗ.

Он опустил трап.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Энниок пӗкӗрӗлчӗ, сулахай аллин пӳрнисемпе пуставран тӗревленчӗ, кие антарчӗ те тӗллерӗ.

Энниок согнулся, уперся пальцами левой руки в сукно, опустил кий и прицелился.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Нок Геллие ҫыран хӗррине антарчӗ.

Нок высадил Гелли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тепӗртакран Санюк вучаха кӑвайт хучӗ, тивертрӗ, пӗчӗк хурана шыв ярса ҫакрӗ, чӗрӗк сехетрен ҫӑмарта хытӑлла пӗҫерсе антарчӗ, ҫенӗкрен пӗр кӑкшӑм сӗт илсе кӗчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрне, самантлӑха ҫаврӑнса пеме хӑтланнӑскерне, Никифоров персе антарчӗ, теприне — Майоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр пӗрчӗ вӑй юлмарӗ текен ҫармӑсӑн ӑҫтан тупӑнчӗ хӑвачӗ — икӗ аршӑн ҫӳллӗш карта урлӑ вӑшт ҫеҫ каҫса кайрӗ, пуринчен тӗреклӗрехскер, леш енче ыттисене тыта-тыта антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех