Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарчӗ (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илюха тата виҫҫӗшне ҫапса антарчӗ.

И Илюха сбил еще три.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Илюха тӳрех ултӑ штук персе антарчӗ.

Илюха выиграл сразу шесть патронов.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тулли кӗленчесене карҫынккана лартса нӳхрепе антарчӗ.

Полные бутылки поставила в корзинку и спустила в погреб.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кайран ҫав сӗтрен сыр тума амӑшӗ ӑна нӳхрепе антарчӗ.

И мама спустила молоко в погреб, чтобы потом сделать сыр.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Командирша куҫ хупанкине антарчӗ те темшӗн хӑйӗн пушмакӗсене тимлесех сӑнама пуҫларӗ.

Командирша опустила глаза и стала почему-то внимательно разглядывать свои башмаки.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Антон Свенсон мачтӑ тӑрринче ларакан ывӑлне панулмие улмуҫҫи ҫинчен силлесе антарнӑ пек силлесе антарчӗ те унӑн хӑлхисенчен ярса тытрӗ.

Антон Свенсон стряхнул своего сына с верхушки мачты, как стряхивают яблоко с яблони, и вцепился пальцами ему в ухо.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл Эмиле хӑвӑртрах кравтаь ҫинчен туртса антарчӗ те хӑлхаран пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ:

Она выволокла Эмиля из постели и зашептала ему на ухо:

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл Идӑна ҫавӑнтах ҫӳлтен аялалла антарчӗ.

Он тут же опустил Иду вниз.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Карап парӑсӗсене антарчӗ те, эпӗ сентябрӗн 26-мӗшӗнче каҫпа улттӑмӗш сехетре карап ҫумне пырса тӑтӑм.

Корабль убавил паруса, и в шестом часу вечера 26 сентября я пристал к нему.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫурҫӗр ҫитеспе перекат патне ишсе пытӑмӑр, пушӑ баржӑна чулсем ҫинче ларакан баржа ҫумне илсе пырса тӑратрӑмӑр; эртел старости — шатра питлӗ чее, усал сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫакан пит те сиенлӗ старик, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, вичкӗн куҫлӑскер, кукша пуҫӗ ҫинчен йӗпе картусне туртса антарчӗ те хӗрарӑм сасси пек ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

К полуночи доплыли до переката, причалили пустую баржу борт о борт к сидевшей на камнях; артельный староста, ядовитый старичишка, рябой хитрец и сквернослов, с глазами и носом коршуна, сорвав с лысого черепа мокрый картуз, крикнул высоким, бабьим голосом:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Бауман куҫхаршине аяларах антарчӗ.

Бауман круче сдвинул брови.

XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл пӑрӑнчӗ; Надя кофтине хыврӗ, корсажне салтрӗ, юбкине антарчӗ, тинех яштака хӗрарӑм пулса тӑчӗ: хайхи «туллискер» тумтирне хывсанах ҫинҫелчӗ.

Он отошел; она сбросила кофточку, сняла корсаж, спустила юбку и обратилась в стройную женщину: вся ее «полнота» снялась вместе с платьем.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Врачӑн сулахай алли ҫавӑн пек лутра та чӑмӑркка ҫыншӑн сисмен пек пулса, мӗнпур вӑйпа шпик ҫамкине пусса антарчӗ; сивӗ хурҫӑ, шӑл тунине сирсе, ҫавӑнтах юн кӑларттарса, шӑл ҫине тӑрӑнчӗ.

Левая рука врача с неожиданной для такого низенького и кругленького человечка силою сдавила шпику лоб; холодная сталь, сдвинув десну, сразу же харкнувшую кровью, легла на зуб.

V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Генерал хӑйӗн адъютанчӗ кювет ҫине мӗнле тӑрӑнса аннине те курмарӗ; куҫа курӑнман стрелок персе янӑ пуля ӑна ҫийӗнчех ҫапса антарчӗ.

Генерал не видел, как упал в кювет его адъютант, сраженный пулей невидимого стрелка.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Бауман койка ҫинчен урисене антарчӗ.

Бауман сбросил ноги с койки:

XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл хӑйӗн ҫап-ҫутӑ кунчаллӑ атӑ сӑмси ҫине ҫӑмӑллӑн тӑчӗ, чемодана антарчӗ, — хӑнӑхнӑ ҫивӗч пӳрнисем чемодан тӗпне шыранӑ чухнехи пек шаккаса илчӗҫ.

Он поднялся легким движением на носки тонких лакированных своих сапог, снял чемодан, — цепкие пальцы побарабанили по дну обыскным, привычным приемом.

XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Торопов Ленькӑна михӗсем ҫумӗнчен вӑйпах уйӑрчӗ, ҫуна ҫинчен туртса антарчӗ.

Тропов с силой оторвал Леньку от мешка и вытащил из саней.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Эккей, каллех ҫумӑр такса антарчӗ, — терӗ леҫник.

— Эк его, какой полил, — заметил лесник.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Ленькӑна вӑл ҫурӑмран тӗксе аяккалла вӑркӑнтарса ячӗ, алӑка урипе тапса уҫса, хӗрарӑма пусма картлашкисем тӑрӑх аялалла нимӗн хӗрхенмесӗр тӗксе антарчӗ.

Он отшвырнул Леньку, ударом ноги распахнул дверь и с силой толкнул женщину вниз по ступенькам.

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эх, вӗресе кайрӗ курень атаманӗ Кукубенко, куренӗн чи лайӑх пайӗ ҫуккине курсан! хӑйӗн ытти незамайковецӗсемпе вӑл ҫавӑнтах тӑшман ушкӑнне шӑп варрине кӗрсе кайрӗ, ҫав тери тарӑхнипе малтан тӗл пулнине пурне те купӑстана вакланӑ пек вакласа тӑкрӗ, сӑннипе нумай юланутҫӑна лаши ҫинчен чике-чике антарчӗ, пушкарьсем патне пырса тухса пӗр туппине туртса илчӗ; курчӗ унта: умански курень атаманӗ пушкарьсемпе ҫапӑҫать, Степан Гуска чи пысӑк туппа туртса илме тӑрӑшать.

Как закипел куренной атаман Кукубенко, увидевши, что лучшей половины куреня его нет! разом вбился он с остальными своими незамайковцами в самую середину; в гневе иссек в капусту первого попавшегося, многих конников сбил с коней, доставши копьем и конника и коня, пробрался к пушкарям и уже отбил одну пушку; а уж там, видит, хлопочет уманский куренной атаман и Степан Гуска уже отбивает главную пушку.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех