Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйтнине (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Огуречников мӗн ҫинчен вӑлтса ыйтнине Ҫтаппан ҫав самантрах сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫитрӗ пулӗ? — терӗ те, хӑй вырӑнсӑр ыйтнине чухласа, хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан упӑшки мӗншӗн ыйтнине тавҫӑрса илсе хӑвӑрттӑн каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан хӗр ача тӗлӗнсе: «Кам? Мӗнле ҫын?» — тесе ыйтнине ҫеҫ илтсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Инҫех мар, — вӑл куна мӗншӗн ыйтнине ҫийӗнчех чухласа илсе хуравларӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай Тукай валли ятарласа икӗ кӑрӑпчак тытрӗ — мӑрса сунарҫӑсенчен ялан кӑрӑпчак ыйтнине вӑл манман-ха.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

2026 ҫулччен кашни шкул ҫумӗнче хӑрушсӑр, паянхи самана ыйтнине тивӗҫтерекен стадион пуласса шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Карттӑна пӗтӗм кӑмӑлпа, чун-чӗремӗр ыйтнине тӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

— Чӑлах ҫын тӑвасшӑн мар та-ха, — терӗ Адашев, — анчах эс ыйтнине пурнӑҫлама та май ҫук.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунсенче тем пек йывӑр пулин те, аван ӑнланатпӑр - ҫакӑн пек арҫынсем, ҫӗршыв ыйтнине пурнӑҫлакансем, мӑшӑрӗсене, ачисене, савнийӗсене хӑварса сыхлавҫӑсен ретне тӑракансем пуррипе эпир пурӑнатпӑр, тутлӑ ҫиетпӗр, ӑшӑ вырӑн ӑшӗнче ҫывӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Василь-Новгородра Сӑр таврашӗнчи чӑвашсемпе ҫармӑссем вырӑссем патне пырса вӗсенчен хӑйсене Мускав хӳттине илме ыйтнине пӑхса тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасметпа Ятламас вырӑсла калаҫнинчен нимех те ӑнланса юлаймарӗҫ ҫамрӑксем, ҫапах та мешок! сӑмаха каланӑран хаким унран мӗн ыйтнине кӑшт чухласа илме пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Самана ыйтнине тивӗҫтерекен специальноҫе суйлама пулӑшасси те пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

Ҫӗршыв хӑйне хӳтӗлеме ыйтнине вӗсем таса чунпа йышӑнчӗҫ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Малтанхи ачах пуп ыйтнине ответлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ӑна стражник мӗн-мӗн ыйтнине каласа пачӗ, унтан кукамай патне шӑрттан ыйтма ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тӗрӗс каланӑ вӑл ҫветтуй ҫын, турра кӗлтусан, тархасласан, турӑ мӗн ыйтнине паратех, анчах укҫа е япала таврашне хӗрхенес пулмасть — турӑ пулӑшатех.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хак сӗт калӑпӑшӗнчен ҫеҫ мар, пахалӑхӗнчен те нумай килнине ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ, патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсем продукци пуҫтаракан кашни организаципе уйрӑм предпринимательтен сӗт пахалӑхне тӗрӗслемелли ареометр туянма ыйтнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Эдуард хӗрӗсем мӗн ыйтнине пурнӑҫлама тӑрӑшать.

Эдуард старается выполнить требования дочерей.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Хам туятӑп-ха вӑл мӗншӗн ун пек ыйтнине.

Михабар догадался, к чему клонит жена.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех